Ĕне сăвакансем тупăшаççĕ

Паян пирĕн республикăра ĕне сăвакансемпе выльăхсене пĕтĕлĕнтерекен техниксен конкурсĕ пуçланнă. Вăл Шупашкар районĕнчи «Ольдеевская» агрофирмăра иртет.

Тупăшăва 19 техникпа 23 дояр тухнă. Яланхи пекех вĕсем тĕплĕ тĕрĕслев витĕр тухаççĕ: сумалли хатĕрсене пуçтарасси, ĕне сăвасси, ветеринарипе зоотехника правилисене пĕлесси... Çĕнтерÿçĕсем Мордва Республикинче иртекен Пĕтĕм Раççейри конкурсра республика чысне хÿтĕлĕç. Конкурс иртекен лапамрах районти ал ăстисен куравĕпе паллашма пултарнă.

 

Андрей МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас