Пĕр ĕмĕре яхăн саккунлăх хуралĕнче

2 Çурла, 2019

Республика прокуратурине туса хунăранпа 97 çул çитрĕ. Прокуратура ĕçченĕсем уяв ячĕпе саламсем йышăнчĕç.

ЧР прокуратурин çурчĕн акт залне пухăннисен умĕнче сăмах илнĕ май республика прокурорĕ Василий Пословский чи малтан ветерансене тав турĕ. Вĕсен тÿрĕ кăмăллă ĕçĕ надзор органĕн ят-сумне çирĕплетнĕ, самана улшăнсах тăнине пăхмасăр саккунлăха тивĕçтерме май панă. Вăл прокуратура органĕсем патшалăх интересĕсене тата граждансен прависене хÿтĕлес енĕпе пысăк ĕç пурнăçланине палăртрĕ. Куллен çынсен çĕр-çĕр ыйтăвне йышăнса вĕсене татса пани — чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. Василий Митрофанович çынсен умĕнчи ĕç укçипе çыхăннă парăмсен, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри ыйтусен çивĕчлĕхне чакарас енĕпе çине тăрса ĕçленин пĕлтерĕшне пайăррăн палăртрĕ. Çавăн пекех юлашки çулсенче коррупципе кĕрешессин кăтартăвĕсене самай лайăхлатма пултарнă: кирек мĕнле должноçра пулсан та саккуна пăсакансемшĕн каçару çук.

Прокуратура ĕçченĕсене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин уяв ячĕпе саламларĕ, надзор органĕ регион влаçĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлени республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тĕревленине, Чăваш Енре пурăнакансен прависене тивĕçтерессине çирĕплетнине палăртрĕ.

Паллах, наградăсем те пулчĕç. Хисеплĕ ятсем, парнесем, хисеп паллисем – Иван Борисович кашнин аллине чăмăртаса тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн тав турĕ, яваплă ĕçре çитĕнÿсем сунчĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас