ЭМЕЛ КУРĂКĔНЧЕН - НАСТОЙКА

Эмел курăкĕсен шĕвекĕпе халăх медицининче тĕрлĕ чиртен сиплеççĕ. Анчах шывпа хатĕрлени хăвăрт пăсăлнине кура мĕн авалах настойка тума та вĕреннĕ. Настойка нумай вăхăт упранать, вăйлăрах витĕм кÿрет.

Рецепт, сиплев

1. Чи паха чĕртавар кăна илмелле. Ку пысăк пĕлтерĕшлĕ. Курăксем таса, çÿпĕсĕр, лайăх типĕтнĕскерсем /кăмăскасăр, çĕрнĕ пайсемсĕр, тĕксĕм пăнчăсемсĕр/, чĕрри евĕрлĕ, анчах вăйсăртарах шăршăллă /утă шăршиллĕ мар/ пулмалла.

2. Спитрпа эрех пахалăхли кирлĕ. Иккĕленетĕр пулсан алкоголе тасатмалла: çур литр эрехе вĕтетнĕ 20 тÿме активлă кăмрăк ямалла, кĕленчене пăкăламалла та силлесе ирĕлтермелле, пĕр талăк лартмалла. Лайăх сăрăхтармалла, çăтă хупăнакан савăта ямалла.

3. Наркăмăшлă ÿсен-тăрана настойка пулса çитиччен 1-1,5 уйăх лартмалла. Рецептра кăтартнă виçене çирĕп пăхăнса сипленмелле.

4. Таса настойкăпа тулаш сиплевре кăна усă кураççĕ. Ĕçме 10-20 тумлама /пĕр хут вăтам виçе/, урăхла палăртман пулсан, вĕренĕ сивĕ шывпа хутăштарса ĕçмелле.

5. Настойка — питĕ витĕмлĕ, хăвăрт пулăшакан шĕвек. Виçерен ытлашши ĕçсен нерв тытăмĕ хавшама, чĕре аптратма, ыйхă вĕçме пултарать.

6. Настойкăна сулхăнра вăтамран икĕ-виçĕ çул упрама юрать.

7. Йăлана кĕнĕ рецепт: кĕленче банкăна иккĕ-виççĕмĕш пайĕ чухлĕ типĕ курăк тултармалла, анинченех шурă эрех е спирт ямалла, тĕттĕмре, пÿлĕм температуринче, 3-14 кун лартмалла. Кашни икĕ-виçĕ кунра силлесе илмелле е пăтратмалла. Хатĕр настойкăна сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла.

Ансат, витĕмлĕ

Календула настойки. Сурана ÿт илме, шыçнине, ыратнине ирттерме, кăмпаран сипленме пулăшать.

1 апат кашăкĕ типĕ чечеке е 2 апат кашăкĕ чĕрĕ чечеке çур литр шурă эрехе ямалла, тĕттĕм вырăнта 10 кун лартмалла. Сиплев курсĕ — чир йывăрăшне кура, сывлăх лайăхланиччен.

Армути /полынь горькая/ настойки. Ÿте çапăнтарса ыраттарсан, кăвакартсан усă кураççĕ.

4 апат кашăкĕ типĕ курăка çур литр шурă эрехе ямалла, тĕттĕмре, пÿлĕм температуринче 5 кун лартмалла. Настойкăпа сиенленнĕ ÿт çине компресс е примочка хумалла.

Хĕрлĕхен курăкĕн /кипрей, иван-чай/ настойки. Çăвар шыçсан /стоматит/ ырă витĕм кÿрет.

1 апат кашăкĕ типĕ çулçа çур литр шурă эрехе ямалла, 10 кун лартмалла. Усă курас умĕн 1 пай настойкăна вĕренĕ 5 пай шывпа хутăштармалла. Шĕвекпе çăвара кунне темиçе хут чÿхемелле.

Кедр мăйăрĕн настойки. Вăл иммунитета лайăхлатать.

Лайăх çунă 1 килограмм мăйăра хуппипех тата 1 килограмм сахăра 1 литр шурă эрехе ямалла. 3 кун лартмалла, ирсерен тата каçсерен силлесе илмелле, сăрăхтармалла. Усă курнă мăйăра каллех 1 килограмм сахăрпа пĕрле1 литр шурă эрехе ямалла, 3 кунран сăрăхтармалла. Мăйăра тата тепĕр хут çавăн пекех сахăрпа пĕрле 1 литр шурă эрехе ярса 3 кун лартнă хыççăн сăрăхтармалла. Халĕ настойкăсене виççĕшне те хутăштармалла, кĕленче савăтсене тултармалла. Чейе бальзам пек хушса /1-ер апат кашăкĕ таран/ ĕçмелле.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.