Елена Муратовăн - "бронза"

2 Ака, 2014

Чăваш Ен спортсменки, Олимп вăййисене хутшăннă Елена Муратова уйăх каялла тĕнче кубокĕн 19-мĕш тапхăрĕнче кĕмĕл медаль çĕнсе илнине пĕлтернĕччĕ. Çак кунсенче савăнăçлă тепĕр хыпар çитрĕ: пирĕн ентеш çĕр-шыв чемпионатĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Валерий Васильев тренер патĕнче ăсталăха туптаканскер маларах иртнĕ çĕр-шыв чемпионатĕнче /могулçăсем уйрăм тупăшура вăй виçнĕ/ тата Раççей кубокĕнче тăваттăмĕш кăтартупа палăрнă. Ку хутĕнче ăмăрту Еленăн тăван тăрăхĕнче - Мурманск облаçĕнчи Полярные Зори хулинчи "Салма" сăрт-ту йĕлтĕрçисен комплексĕнче - иртнĕ, спортсменсем "мăшăрлă могул" дисциплинăра тупăшнă. Турнир пĕтĕмлетĕвĕпе чи нумай бал пухса Пермь крайĕнчи Регина Рахимовăпа Краснодарти Марика Пертахия мала тухнă. Арçынсен тупăшăвĕнче Олимп вăйисен "бронза" призерĕ Александр Смышляев /Пермь крайĕ/ çĕнтернĕ, Санкт-Петербургри Алексей Павленко тата Мускаври Егор Ануфриев - иккĕмĕшпе виççĕмĕш.

Рубрика: 
Теги: 

Новости по теме