Электронлă сервиссем – пурин валли те

21 Утă, 2017

Паянхи кун патшалăхăн чылай пулăшăвне килтен тухмасăрах — Интернет урлă — илме пулать, çав шутрах — Раççей Пенси фончĕ кÿрекеннисене те. Пĕлтĕр çак фондăн электронлă сервисĕсемпе Чăваш Енре пурăнакан 25 пин çын усă курнă.

Клиент службине каймасăрах

Асăннă сервиссен шучĕ ÿссех пырать, вĕсемпе çамрăксем те, вăтам тата аслă çулсенчи çынсем те усă курма пултараççĕ. Хальхи вăхăтра Раççей Пенси фончĕн /РПФ/ сайтĕнчи «Гражданинăн харпăр уйрăм кабинетĕнче» 30 ытла пулăшăва илме пулать. Ку «кабинета» кĕрес тесен çынсен малтан Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче /ПППП/ регистрациленмелле. РПФ органĕсенче пĕрлехи порталпа усă куракансен ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрсем туса хунă. Унта пыракансене сотрудниксем ППППра регистрациленме пулăшнипе пĕрлех «Учетная запись» илме тата ăна çирĕплетме майсем туса параççĕ. «Уйрăм кабинетра» çын кашни тапхăра — хăй заявлени панă самантран пуçласа мĕнле йышăну туни таранчченех — онлайн мелпе сăнаса тăма, çавăн пекех çак йышăнупа паллашма пултарать.

Меллĕ пултăр тесе РПФăн электронлă пĕтĕм пулăшăвĕпе сервисĕсене пĕр портала es.pfrf.ru пĕрлештернĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕринпе — тĕслĕхрен, Пенси фондне йышăнăва çырăнасси, онлайн мелпе ыйту, документсем е справка саккас парасси — ирĕклĕнех, регистрацисĕрех, усă курма пулать. Çапах пулăшусен тĕп пайне илес тесен гражданинăн даннăйĕсем тата «Учетная запись» кирлĕ.

Тивĕçлĕ канăва кайма хатĕрленекенсем Пенси фончĕн сервисĕсемпе усă курса пенсие палăртмашкăн ыйтса çырнине тата ăна мĕнле мелпе илсе çитермеллине кăтартнă заявление электронлă мелпе пама пултараççĕ. Тивĕçлĕ канурисен те пенси илмелли меслете — почта е банк урлă — РПФăн органне пымасăрах улăштарма, çавăн пекех асăннă тата социаллă тÿлевсем пирки справка информацийĕпе /вĕсен тĕсĕсем, виçи, вăхăчĕ/ паллашма май пур.

Пенси фончĕ электронлă пулăшусен шутне ÿстерсех пырать. Акă 2017 çулхи ака уйăхĕнчен вăл электронлă çĕнĕ сервиса хута янă. Федерацин уйăхсерен паракан укçа тÿлевне тивĕçекенсем асăннă сервиспа усă курса социаллă пулăшу пуххине /соцпакет/ е ун вырăнне укçа илессине палăртма пултараççĕ. Çăмăллăхçăсен клиент службине каймасăрах, «Гражданинăн харпăр уйрăм кабинечĕ» урлă соцпакета хирĕçлесе е ăна илсе тăрас кăмăлĕ пуррине палăртса электронлă заявлени çырма ирĕк пур. Аса илтеретпĕр: çакнашкал заявление çын хăйĕн шухăшне улăштарсан çеç çырмалла. Тĕслĕхрен, çăмăллăхçă халĕ тÿлевсĕр эмелсем илсе тăрать, 2018 çулта ун вырăнне укçа тивĕçесшĕн пулсан е пачах тепĕр майлă. Кун пек тĕслĕхре заявление 2017 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен çырмалла. «Кăçалхи çу-çĕртме уйăхĕсенче федераци çăмăллăхçисен 7% социаллă пулăшу пуххипе мĕнле усă курасси пирки электронлă заявлени çырчĕ», — пĕлтерчĕç Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пресс-службинче.

Амăшĕн капиталĕ, пенси калькуляторĕ…

РПФăн электронлă сервисĕсемпе вăтам çулсенчисем те хастаррăн усă кураççĕ. Вĕсем «Гражданинăн харпăр уйрăм кабинечĕ» урлă хăй ĕçленин тапхăрĕсем, ĕç вырăнĕсем, ĕç паракансем страховани тÿлевĕсене çулсеренех мĕн чухлĕ шутласа палăртни пирки кăтартусемпе паллашма пултараççĕ. Енчен те страховани тÿлевĕсене тивĕçлинчен пĕчĕкрех калăпăшпа шутланă пулсан — çак саманта пуçлăхпа калаçса уçăмлатмалла. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.