Ĕлĕк те ĕне усрама йывăрччĕ

17 Утă, 2015

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси ялĕнче 1950 çулсенче 300 ытла килччĕ, 1000 ытла çын пурăннă. Эпĕ çуралса ÿснĕ Тутаркасси /халĕ - Игнатьев/ урамĕнче 50 яхăн килти хуçалăхчĕ. Кашни çемьерех 5-6 ача çитĕннĕ.

Пирĕн "Социализм" колхозăн çĕрĕ пĕчĕкчĕ. Выльăха çитерме çаран сахалччĕ. Хуçалăх çырма-варти курăка та çултарса утă тăватчĕ. Вăл ĕне, сурăх, сысна, чăх-чĕп усранă. Ял кĕтĕвне униче пуçĕнчи çеремлĕхре çеç çÿретнĕ. Кашни ача хăйĕн ĕнине çитернĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлеме йывăр пулнă. Пахчана ытларах çĕрулми лартнă. Ăна çăнăхпа хутăштарса çăкăр пĕçернĕ. Çынсен выльăхĕ валли утă çулма курăк çителĕксĕрччĕ. Сĕнтреш çырминчи курăка çулса, типĕтсе, пуçтарса кĕртсен кăна ĕнесене çÿретнĕ.

Вăрçă хыççăн мăян çăкăрне çинĕ эпир. Йывăр пулин те чылайăшĕ ĕне усрассишĕн тăрăшнă. Кĕркунне тырă пуçтарса кĕртсен ĕç кунне пăхса кăрманпа - çатан туса лаша çуни çине вырнаçтарнăскерпе - çынсене арпа валеçнĕ. Колхозниксене пушă кĕлтесем те панă. Килти хуçалăхсем утă хальхи пек нумай хатĕрлеймен. Вăрманта курăк çулса типĕтнĕ.

Кашни килти хуçалăхăн патшалăха çулталăкра 200 литр сĕт е 80 кг шăратнă çу памаллаччĕ. Ун чухне ĕнесем сĕт нумай антарман. Çуркунне хăшпĕрисем начарланнăран ура çине тăрайман, çĕклесе тăратнă.

Ялта сĕтрен çу ÿкерекен цех пурччĕ. Унта Хуракассинчен çеç мар, икĕ çухрăмри Илменкассинчен те сĕт çĕклесе килетчĕç. Клавдия Горшкова çу хисепне тĕрĕслесе палăртнă. Цехра казеин та тăватчĕç.

Килти хуçалăхри ĕнесене çитерме вăрмана кĕртнĕ. Кĕтĕве 3-4 çухрăма ăсатнă. Каçхине илме кайнă.

Хуракассинче халĕ мĕнле пурăнаççĕ-ха? Лавккасенче тавар сентресем тулли, хулана каймасăрах илме пулать. Темиçе çул каялла ялта 200 ытла ĕне усратчĕç. Унтанпа кĕтÿ пĕчĕкленчĕ. Кăçал 100 пуç кăна. Йыш катăлнин сăлтавĕ мĕнре-ши? Ватăсем усраймаççĕ. Вăйпиттисем мĕншĕн тытмаççĕ? Уй-хирте, çырма-варта утă хатĕрлеме курăк нумай. Ĕçлеме ан ÿркен кăна. Йĕри-тавра тырă курăнмасть. Курăка вăхăтра çулса илеймеççĕ - хытса сарăхать. Кĕркунне пăхатăн та - хытхура пайтах.

Хальхи вăхăтра килти хуçалăхсенчен пĕр литр сĕте 11 тенкĕлле пуçтараççĕ. Ял çыннисем йÿнĕ теççĕ. Тĕрĕс калаççĕ. Ĕне усрама çăмăл мар. Ăна пăхмалла, апат хатĕрлемелле. Сĕтне йÿнĕ хакпах сутнă пирки тупăш нумай тăваймаççĕ.

- Ĕне вырăнне качака усрас тетĕп, - терĕ П.Иванова.

- Ытлашши сĕте ĕне усраман çынсене 11 тенкĕрен лайăхрах хакпа сутатăп. Çавăнпа тупăш ытларах илетĕп, - калаçăва хутшăнчĕ Т.Ласточкина.

- Эпĕ пĕчченех пурăнатăп. Сĕте йÿнĕлле йышăннă пирки кĕркунне сутатăп, - пĕлтерчĕ С.Николаев.

Маргарита СТЕПАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.