Елчĕксем тырпул тухăçне ÿстересшĕн

19 Ака, 2016

Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕк районĕнче пулчĕ. Визит вăхăтĕнче регион ертÿçи Елчĕк районĕн пуçлăхĕпе - депутатсен Пухăвĕн председателĕпе Петр Скворцовпа тата Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕпе

Николай Миллинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттерчĕ.

Кăçалхи пĕрремĕш квартал пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх муниципалитетăн ĕç кăтартăвĕсене сÿтсе яврĕç. Михаил Игнатьев уй-хирти çурхи ĕçсене пысăк пахалăхпа хатĕрленнĕшĕн тав турĕ. «Районта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курман çĕрсем çук, мĕнпур çĕре сухаласа тĕрлĕ культура акса-лартса ÿстереççĕ. Уйсем чăннипех те савăнтараççĕ. Кăçал 50 пин тонна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пухса кĕртессе шанатăп», - терĕ вăл.

Республика Пуçлăхĕ Елчĕк районĕ çĕр ĕçĕнче çеç мар, выльăх ĕрчетес енĕпе те лайăх çитĕнÿсемпе палăрнине каларĕ. Ĕне выльăх, çав шутра ĕнесен йышĕ ÿсет. Николай Миллин иртнĕ çулта сăвакан ĕнесен шучĕ 200 пуç ÿснине пĕлтерчĕ, кăçал тата 100 ĕне хушăнмалла, кашни ĕне пуçне сăвакан сĕт виçи те ÿсмелле. «Раççейре 8 млн тонна сĕт çитмен вăхăтра çакă уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ», - терĕ Михаил Игнатьев.

Социаллă ыйтусене те хускатрĕç. Николай Миллин каланă тăрăх - районта ача сахал çуралать, çавна май вĕренÿ учрежденийĕсене реструктуризацилеме тивет. Районти ачасене пахалăхлă вĕренÿпе тивĕçтермешкĕн икĕ шкула хупма, вĕренекенсене никĕс шкулĕсене куçарма палăртаççĕ. Вĕсенче предметсене çÿллĕрех шайра вĕрентеççĕ, вĕренекенсемшĕн хăтлă пултăр тесе мĕнпур услови йĕркеленĕ. Ку тĕлĕшпе Михаил Игнатьевăн шухăшĕ çапларах пулчĕ: çак йышăнăва интересленекен енсене хутшăнтарса хак памалла - общественноçа явăçтармалла, ашшĕ-амăшĕпе, вĕрентекенсемпе канашламалла.

Елчĕк ялĕн Тĕп лапамĕнче Михаил Игнатьев районта пурăнакансемпе хутшăнса калаçрĕ, вĕсен пурнăçĕпе, çивĕч ыйтăвĕсемпе кăсăкланчĕ. Ĕç ветеранне, выльăх ĕрчетес ĕçре 40 çул вăй хунă Гульсина Галимовăна республика Пуçлăхĕ Чăваш Ен гербне ÿкернĕ асăнмалăх сехет парнелерĕ.

Михаил Игнатьев Елчĕк районĕнче уй-хирте çурхи ĕçсем мĕнле пынипе те паллашрĕ. «Победа» ООО директорĕ Николай Головин палăртнă тăрăх - хуçалăх акмашкăн вăрлăх çителĕклĕ хатĕрленĕ, вăл 100 проценчĕпех кондицие тивĕçтерет, сортсене çĕнетесси çинчен те манмаççĕ.

А.ВАСИЛЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.