Экзотикăллă ят пама чарнă

РФ Патшалăх Думи ачасене экзотикăллă ят хума чарнă. Малашне ятра хисепсем, символсем, паллăсем, хитре мар сăмахсем пулмалла мар.

Ку саккун проектне Патшалăх Думине çулталăк каялла, 2016 çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче, пăхса тухма панă. Ăна Валентина Петренко сенатор хатĕрленĕ. Валентина Александровнăна БОЧрВФ 260602 /Биологический обћект человека рода Ворониных — Фроловых, родившийся 26.06.2002/ ятлă ачан шăпи канăç паман. Ку ыйту 10 çул татăлман. 2004 çулта ачан докуменчĕ пулман-ха. Мускаври ЗАГС органĕ çакнашкал ятлă ачана регистрацилеме хирĕçлесе суда панă. Суд ун майлă пулнă. Патшалăх Думи çак саккун проектне пăхса тухнă, ăна йышăннă. Çемье кодексне кĕртнĕ саккунпа килĕшÿллĕн, малашне ачасене экзотикăллă ят пама юрамĕ. Анчах икĕ хушаматпа регистрацилеме чармаççĕ. Ашшĕн е амăшĕн çакнашкал хушамат пулсан ăна ачине параять.

 

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.