Экс-савни тавăрăвĕ. I Петĕр еркĕнне мĕншĕн вĕлерме хушнă?

Нева хĕрринчи хулара 297 çул каялла — 1719 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче — халăх Троица тÿремне йышлăн пуçтарăннă. Пурне те пĕр ыйту канăç паман — нивушлĕ император çывăхĕнчи чи илемлĕ хĕрарăмсенчен пĕрин, Мария Гамильтонăн, пуçне касса тататех палач? Нивушлĕ I Петĕр хăй юратнă хĕрарăмĕн кун-çулне татмашкăн ирĕк паратех? Сăлтавĕ те пĕртен-пĕрре кăна-çке — хĕрарăм, тĕрĕссипе, патша çывăхнерех пулма тăрăшнă кăна... Çакăншăнах пуç касаççĕ-и вара?

Патша кăмăлĕ

Шотланди дворянинĕ Томас Гамильтон Раççее Хаяр Иван вăхăтĕнчех куçса килнĕ. Ют çĕршыв арçынни кĕске вăхăтрах тĕлĕнмелле хăвăрт хăпарнă карьера пусмипе, аристократи çĕнĕ юппине йĕркелеме мехел çитернĕ.

Мария Гамильтон патша çывăхне 16 çулта çакланнă. Тĕлĕнмелле хитре хĕр пулнă вăл — унăн чăн чиперлĕхне портретистсем сайра-хутра кăна çитерме пултарнă куракан патне. Çамрăклăх, тĕрĕссипе, хăех çунатлă-ха та, çакна I Петĕрĕн мăшăрĕ асăрхамасăр ирттерсе яма пултарнă-и вара? Екатерина Гамильтон пикене хăй патне илнĕ, çапла Мария фрейлина пулса тăнă.

Çамрăк фрейлина хитрелĕхĕпе кăна палăрса тăман çав. Чиперкке чее те вăйлă характерлă, çивĕч ăслă пулнă. Влаçа чикесĕр юратни унăн чунне хаярлăх, шелсĕрлĕх кÿнĕ. Çавна пулах вăл нимĕнле усал ĕçрен те пăрăнса тăман. Паллă ĕнтĕ, кун пекскерне фрейлина ролĕ хăвăртах тивĕçтерме пăрахнă. Вăл, тăванĕн карьерине асрах тытаканскер, çÿлелле хăйне евĕр хăпарма тĕв тунă — патша чунне тыткăна илме палăртнă. Сăнран Турри кÿрентермен-ха та, тĕллевне пурнăçа кĕртмешĕн нумай кирлĕ пулнă-и ăна? Кĕçех I Петĕрĕн капла та шучĕ çук еркĕнĕсен йышĕ ÿснĕ — вĕсен çумне Мария Гамильтон хушăннă.

Чăн та, тĕллевне пуçĕпех пурнăçа кĕртеймен-ха хĕрарăм — патша ăс-тăнĕпе те, чунĕпе те хуçаланайман вăл. Арçыншăн вăл ытти еркĕн хĕрарăмсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман, император Гамильтонпа та вырăн ăшăтма кăна кăмăлланă. Кĕçех патша ун çинчен вăхăчĕ-вăхăчĕпе мансах кайма пуçланă, туйăмсем сивĕннĕ. Гамильтоншăн императорăн çывăрмалли пÿлĕмĕн алăкĕсем хупăннă...

Утиял ăшĕнчи кĕлетке

Паллах, лару-тăру кун пек çаврăнса тухасса Мария пачах кĕтме те пултарайман. Вăл маларах палăртнă тĕллеврен ним тусан та пăрăнасшăн пулман — патша унăн пулмалла! Апла тăк мĕн те пулин шухăшласа кăлармаллах. Çамрăк хĕрарăм пĕтĕм чеелĕхне хута янă. Мария I Петĕрĕн денщикне ятарласах “юратса пăрахнă”. Иван Орлов çав вăхăтра патшан пулăшаканĕ те, секретарĕ те пулнă. Пĕтĕм информаци ун урлă тухнине кура хĕрарăм патша пурнăçĕ çинчен йăлт, кашни утăмĕ таран, пĕлсе тăнă. Кĕçех I Петĕрпе Екатерина чикĕ леш енне çула тухнă. Паллă ĕнтĕ, Орлов та, Гамильтон та вĕсемпе пĕрле тапраннă ушкăна лекнĕ.

Сăмах май, патша денщикĕ те вĕри туйăмсемпе вăрах асапланман. Хитре сăн-пит те тытса чарайман ăна. Орлов эрех-сăра, ясарлăх авăрне пуçĕпех чăмнă. Мария çакна йăлт чăтнă. Малтанхи савнине кÿрентерме те, ун çине алă çĕклеме те именмен арçын. Хĕрарăм кăмăлне ирĕке яман, унăн Орлова епле те пулин хăйĕн çумĕнчех тытса тăмалла пулнă. Анчах вăхăт иртнĕ, туйăмсем сивĕнсех пынă, йĕри-тавра вара чиперук татах та нумай. Мария тактикине улăштарнă — ĕнтĕ вăл Орлова вырăнпа мар, пуянлăхпа астарма пуçланă. Гамильтонăн çавăн чухлĕ пурлăх ăçтан пулни тĕлĕнтерет-и? Ăçтан-ăçтан... Патша майрин сахал-им хаклă чул? Çапла, ан тĕлĕнĕр, шăпах унăн, Екатеринăн, пурлăхне вăрлама пуçланă та Мария. Ытларах чухне вăл çав чулсене сутнă, укçине Орлов патне йăтнă. Арçыннăн темĕн тĕрлĕ парăм та пулнă. Мария паракан укçа-тенкĕпе вăл вĕсемпе татăлнă. Анчах та хăй пурпĕрех хĕрарăм çине алă çĕклеме пăрахман.

Мария ахальтен чăтман темелле. Денщикĕ çумĕнчи хĕрарăма тепĕр чухне I Петĕр çапах та асăрхакаланă, каçсерен хăш-пĕр чухне Марийăн çывăрмалли алăкне пырса шакканă. Анчах туйăмсем малтанхи хĕрÿлĕхпе палăрман, хăна та малтанхи пек тăтăш пырса çÿремен.

...Пĕррехинче патша таврашĕнче хăрушă сас-хура сарăлнă — инçех те мар утиялпа чĕркенĕ ача виллине тупнă. Тÿрех тĕпчеме, айăплине шырама пуçланă. Тупайман. Тен, çак ĕç-пуç вăхăт иртнĕ май манăçа та тухĕччĕ, анчах та шăпа урăхларах çырнă курăнать.

I Петĕр кĕсйинче хут выртнă — такам хăйĕн тăшманĕ çинчен патшана çырсах пĕлтерме шухăшланă. Анчах та императорăн ăна вулама ниепле те алă çитмен. Алă çитнĕ вăхăтра вара хут кĕсьерен... çухалнă. Патша Орлова тарăхнă — такама хÿтĕлесе хăварас тĕллевпе хайхи хута вăл илнĕ пулĕ тесе шухăшланă. Урса кайнăскер денщика хăй патне чĕнтернĕ. I Петĕр куçне-пуçне тавăрса пăрахнине курсан Орлов хăраса ÿкнĕ, патша сăмах та чĕнсе ĕлкĕриччен унăн ури умне чĕркуçленнĕ, вăрттăн çуралнă ача пирки хăй нимĕн те пĕлменнине ĕнентерме тăрăшнă — хăйне шăпах Мария Гамильтонпа çыхланнăшăн чĕнсе илнĕ тесе ăнланнă вăл...

Малтанах I Петĕр чĕнейми пулса ларнă — пулăшаканĕнчен çак сăмахсене пачах та кĕтмен-çке вăл. Гамильтон пÿлĕмĕнче тăрук ухтарма хушнă. Фрейлина патĕнче чăнах та патша майрин хаклă чулĕсене тупнă. Çакăн хыççăн Марийăна урине тăлласа тин кăна хута янă Петропавловск крепоçне хупнă. Орлова та малтанах кÿршĕ камерăна ăсатнă-ха, анчах та каярахпа ирĕке кăларнă.

Гамильтон пĕр чарăнми калаçнă, патша майрин хăш-хăш япалине вăрланине йăлт каласа кăтартнă — укçана еркĕнне картла выляса кĕнĕ парăмĕсене татмашкăн панине те пытарман. Пушă вĕçĕ лекмессерен тата ытларах “аса илсе” пынă Мария — эмел ĕçсе икĕ хутчен варти пепкисене вĕлернĕ, лешне вара, утиялпа чĕркесе пăрахнине, çуралнă хыççăн хăй аллипе валашкари шывра путарнă...

Юлашки хут чуптунă

Ача вĕлернине следстви тăватă уйăха яхăн тĕпченĕ. Ку енĕпе Гамильтон патша денщикне усал сăмахпа асăнман — Орлов пепкесемпе çыхăннă ĕç-пуç çинчен нимĕн те пĕлмен имĕш. Тĕрĕссипе, I Петĕр çакăн çинчен пуçласа шăпах хăйĕн пулăшаканĕнчен илтнĕ вĕт-ха!

Патша йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Мария Гамильтона вĕлерме палăртнă. Çамрăк фрейлинăна Троица тÿремне илсе кайнă. Ăна вĕлернине курма темĕн чухлĕ халăх пуçтарăннă. I Петĕр еркĕнĕ эшафот çине хурă хăюпа илемлетнĕ шурă кĕпе тăхăнса хăпарнă. Патша тахçан хăй савнă хĕрарăм çумĕнче мĕн юлашки самантченех пулнă, палач унăн хушăвне тĕп-тĕрĕс пурнăçлатăр тесе тĕрĕслесе тăнă. Куракансем каласа кăтартнă тăрăх, айăпа кĕнĕ фрейлинăн пуçĕ I Петĕрĕн ури айнех кусса пынă. Патша хĕрарăм пуçне çĕклесе илнĕ, тутинчен чуп тунă, хăй çине хĕрес хывнă та пĕр сăмах та чĕнмесĕр айккинелле пăрăнса утнă.

Ашшĕ кам?

Паянчченех çак ыйтăвăн хуравĕ пирки нумайăшĕ пуç ватать — патша мĕншĕн хăйĕн еркĕнне вĕлермех хушнă. Екатерина çапах та ăна каçарнă вĕт-ха — упăшкин еркĕнĕ пулнăшăн та, япала вăрланăшăн та. Унтан та ытла, мăшăрне те çак хĕрарăма каçарма сĕннĕ. Анчах та патша кăмăлне нимĕнпе те çавăрайман. Тен, тăватă çул маларах тухнă Указ çапла тума хистенĕ ăна — вăл çут тĕнче курайман ачасен прависене хÿтĕленĕ.

Çак документпа килĕшÿллĕн, çылăхлă хутшăнăва пула кăна — чиркÿ пил памасăр — çуралнăшăн ачана никам та айăплама пултарайман. Çак акта пулах Раççейре приютсен шучĕ ÿссе кайнă, хĕрарăмсене асăрхаттарса хунă — айккинчи хутшăнусене пула кун çути курнă пепкесене вĕлерме юрамасть, приюта пырса памалла. Курăнма вăтансан хăть алăк патне пырса хумалла. Хĕрарăм хăйĕн чунне те, ачин пурнăçне те çăлнă çапла. Гамильтон çапла вара патша Указне тÿрремĕнех пăснă пулса тухать. Екатерина патша майри вăрра каçарма хатĕр пулнă, император кăмăлне кăна çавăрайман.

Анчах та пĕлекенсем урăхларах та шухăшлаççĕ. Кун çути курнă, анчах та хыççăнах чунне кăларнă ачан ашшĕ, тен, Орлов та пулман? Тен, çав пепкере патша юнĕ чупнă?..

Кунсткамера

XVIII ĕмĕр вĕçĕнче Екатерина Дашкова княгиня Раççей ăслăлăхĕсен академин финанс ĕç-хĕлне тĕрĕслеме пуçланă. Çавна май Кунсткамерăра спирт вышкайсăр нумай тăкакланнине тупса палăртнă. Пăхса тăракана чĕнсе илнĕ. Лешĕ ăнлантарнă тăрăх, спиртпа наука тĕллевĕпех усă кураççĕ — путвалти кантăк икĕ савăтра çур ĕмĕре яхăн арçынпа хĕрарăм пуçĕсем упранаççĕ. Савăчĕсем питĕ пысăк, çавна пула спирт та нумай тăкакланать. Дашковăна çав истори кăсăклантарса янă. Документсене тишкернĕ хыççăн çакă уçăмланать — хайхи пуçсенчен пĕри Виллим Монс иккен: ăна патша майрипе çыхăнăва кĕнĕшĕн айăпласа вĕлернĕ. Тепри вара шăпах — леди Гамильтон пуçĕ. Сас-хура тăрăх, хыпар сарăлнă хыççăн пуçсене II Екатерина тишкернĕ, каярахпа вĕсене çав путвалтах çĕре чавса чикме хушнă.

/SPB.AIF.RU/.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.