Эх, вăхăт, ан чуп-ха питĕ хăвăрт...

22 Пуш, 2018

Пытармăп, хушăран çамрăкрах пулнăшăн ÿкĕннĕ самантсем те пулкаланă. Ара, мĕн чухлĕ паллă, чаплă çынна пĕлмесĕр, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашмасăр юлма, пурăнма тивет те.
Çавах та журналист-çыравçă пулнă май иртнĕ çулсенче Чăваш тĕнчин чылай пултаруллă ĕçченĕпе тĕл пулса калаçма тÿр килнине пысăк телей пек йышăнатăп. Ахаль, пушă калаçусем пулман вĕсем. Ĕçтеш-ентешсен чунри вăрттăнлăхĕсене кăштах та пулсан уçса парас тени пулинех çакă.
«Тăван Атăл» журналăн паянхи вулаканĕсене те манпа пĕрле хăйне евĕр «историпе культура экскурсине» йыхравлатăп, Чăваш тĕнчин хăш-пĕр литература, культура тата искусство ĕçченĕсемпе, вĕсен шухăш-ĕмĕчĕпе /тĕлĕнмелле — паян куншăн та çивĕч тăраççĕ вĕсем!/ паллашма сĕнетĕп.

«КЛАВДИЯ СТЕПАНОВНА — ПИРĔН ТЕАТР СОВЕÇĔЧЧĔ...»

Шел, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ артистки К.С.Степанова вылянă спектакльсене курман-пăхман эпĕ. Çавăнпах-тăр Клавдия Степановна хăй ĕçленĕ Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕ çинчен хавхаланса, хумханса аса илнине, каланине кăмăлласах итленĕччĕ. Ун чухне вăл тивĕçлĕ канураччĕ ĕнтĕ. Халĕ вара пирĕнпе юнашар çук...
— Артистка пулас тесе шухăшламан нихăçан та. Медицина енĕпе каясшăнччĕ те, юнран питĕ хăраттăм. 1945 çулта шкул пĕтертĕм. Нихăçан та хула курманскерсем, хĕр-тантăшпа Шупашкара килнĕччĕ. Академи драма театрĕ çумĕнчи студие çамрăксене йыхравлакан пĕлтерĕве асăрхарăмăр. Тытрăм та кайрăм унта. Конкурсра мĕн ыйтнине те астăватăп. «Ялта вăййа тухатăр-и?» — теççĕ. «Тухатпăр», — тетĕп. «Ялан хут купăспа ташлатăр-и?» «Çук». «Ун пек чух мĕнпе ташлатăр?» «Хамăр тутапа каласа». «Эппин, кĕвĕ каласа ташласа кăтарт-ха пире...» Ăнна, ăнна... тесе ташларăм çав вара.
Ашшĕпе амăшĕ хĕрне «артиста» ярасшăн пулман, питĕ кăмăлсăрланнă. Темле хисепсĕр пек туйăннă вĕсене артист ĕçĕ. Çамрăк хĕр пурпĕр хăй шутланине тунă. Çапла студире икĕ çул вĕреннĕ Вăрмар районĕнчи Урнар хĕрĕ. 1947-1948 çулсенче Йĕпреçри куçса çÿрекен театрта ĕçленĕ.
— Классикăллă, сăвăллă спектакльсенче питĕ выляс килетчĕ. А.Васильев, З.Яр- дыкова, И.Митюков режиссерсемпе ĕçлеме çăмăлччĕ: кăтартатчĕç, вĕрентетчĕç. Вăй çитменнине хапсăнман...
Ун чухне, сăмах май, паянхи Çамрăксен театрне вăхăтлăха «Ача-пăча театрĕ» тенĕ. Çавăнпа репертуарта ытларах юмах пулнине ăнланмалла ĕнтĕ. Сăнран пăхсан Клавдия Степановна питĕ сăпайлă, черчен те, «Каппайчăк куян» спектакльте — тилле, «Иван пахчаçăпа патша хĕрĕнче» — патша хĕрне, «Хура кÿлĕ вăрттăнлăхĕнче» тухатмăш- карчăка еплерех хĕрÿлĕхпе, мăнаçлăхпа, чеелĕхпе /шел, сăн ÿкерчĕксенче курнă тăрăх кăна çыратăп/ вылять вăл! Çав вăхăтрах «Кăра çилсем» /Лисук/, «Çу, çумăр, çу» /Христина/, «Тавах, аннеçĕм» /Укçине/, «Телейлĕ çул пултăр» /Маша/, «Шăнкăравлăр та килме тухăр», «Аслати» /Феклуша/ спектакльсенче тĕп сăнарсене уçса пама пултарнă. «Тавах, аннеçĕмре» выляма тивĕçлĕ канăва кайсан, ĕçлеме пăрахсан та /1983 çул/ чĕне-чĕне илнĕ ăна.
— Классикăллă, сăвăллă спектакльсенче тухас килетчĕ терĕм куракан умне. Машенька ролĕнче чухне Петр Григорьевич Ивановпа ĕçлеме питĕ килĕшетчĕ.
«Театр — манăн çемье», — тетчĕ ĕмĕрĕпе Çамрăксен театрĕнче вăй хунă К.С.Степанова. Çавна май артистсен çăмăлах мар пурнăçĕ, театр килсĕр, унта та кунта та куçса çÿрени те пăшăрхантаратчĕ ăна. Пĕр-пĕр савăнăç пулсан вара хăй те ачаллах хĕпĕртетчĕ.
«Клавдия Степановна пирĕн театр совеçĕ тесен те тĕрĕсех. Вăл калани-сĕннине итлетчĕç. Халĕ те манмастпăр...» — тенĕччĕ театрăн вăл вăхăтри литература пайĕн ертÿçи Р.Н.Полякова.

«ФОНОГРАММĂПА ЮРЛАНИ — ХАЛĂХА УЛТАЛАНĂ ЕВĔРЕХ…»

Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.