Ĕçсĕррисен шучĕ чакнă

7 Чÿк, 2014

Ноябрĕн 5-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республика Правительствин членĕсемпе, федерацин влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Димитриев çынсене ĕçе вырнаçма пулăшмалли мероприятисене пурнăçлани çинчен каласа панă. Çак тĕллевпе 2014 çулта 469,4 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Ĕçлев службин органĕсем 36,7 пине яхăн çынна ĕçе вырнаçтарнă. Унсăр пуçне Украина гражданĕсене, Чăваш Ене тарса килнĕскерсене, ĕçпе тивĕçтерес енĕпе те чылай ĕçленĕ. Октябрĕн 28-мĕшĕ тĕлне 480 çынна ĕçе вырнаçтарнă.

Йышăннă мерăсем регистрациленĕ ĕçсĕр граждансен йышне 17,8% чакарма май панă. Çавна май регистрацилекен ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,73-рен 0,59% таран пĕчĕкленнĕ. Премьер-министр юлашки 3-4 çулта Чăваш Ен ĕçсĕрлĕхе чакарас енĕпе лидерсен шутĕнче пулнине, ырă çак туртăмсене упраса хăвармаллине палăртнă.

Патшалăх контракчĕсене мĕнле пурнăçлани тата саккасçăсем контракт условийĕсене пăснă тĕслĕхсенче мĕнле ĕçлени çинчен экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин каласа панă. Кăçалхи 9 уйăхра патшалăхпа муниципалитет контракчĕсене 8 млрд тенкĕлĕх тунă. 46 контракта вăхăтра пурнăçламан. Саккасçăсем сиене шыраса илес енĕпе ĕçлеççĕ. Январь-сентябрь уйăхĕсенче саккасçăсем судсене 43,2 млн тенкĕ шыраса илме тавăçсем тăратнă. 36,2 млн тенке шыраса илмелли йышăнусем кăларнă. Контрактсене пурнăçламаннисем хăйсен ирĕкĕпе 58,2 пин тенке бюджета тавăрса панă. Иван Моторин суд йышăнăвĕсене пурнăçлас енĕпе çине тăрса ĕçлеме хушнă.

Н.ЯКОВЛЕВ

Рубрика: 
Автор: