Ĕçлес кăмăллисене пулăшма яланах хатĕр

28 Ака, 2020

Раççей Федерацийĕн аталанăвĕн Владимир Путин Президент палăртнă наци тĕллевĕсен шутĕнче çĕршывра чухăнлăх шайне икĕ хут пĕчĕклетесси тĕп вырăн йышăнать.

Кăçал Чăваш Ен социаллă контракт пулăшнипе сахал тупăшлисен йышне чакармалли пилотлă проекта хутшăнать. Программа тăватă тĕрлĕ пулăшу мелĕсене палăртать: граждансене ĕçе вырнаçтарасси, професси пĕлĕвĕ парасси, предприниматель ĕçне пуçарма тĕревлесси, кулленхи пурнăçри тăкаксене саплаштарасси.

«Паян ĕçлев центрĕсем ĕçсĕррисене кăна мар, социаллă контракта пула сахал тупăшлă граждансене те ĕçе вырнаçтарма пултараççĕ. Ку меслетпе эпир РФ Ĕçлев министерстви 2019 çулхи çурла уйăхĕнче Чăваш Ене халăхăн тупăшне ÿстерес тата чухăнлăха чакарас тĕллевлĕ пилотлă проекта пурнăçлама хутшăнакан 21 субъект йышне кĕртнĕ хыççăн усă курма пуçларăмăр, — пĕлтерчĕ Чăваш Республикин Ĕçлев центрĕн директорĕ Александр Зайцев. — Эпир акă Инна Ильинана ĕç тупма пулăшрăмăр çеç мар, социаллă контрактпа килĕшÿллĕн патшалăх пулăшăвĕпе те тивĕçтерме пултартăмăр».

Ача садĕнче вăй хунă çамрăк хĕрарăм пĕлтĕр авăн уйăхĕнче ĕçсĕр тăрса юлнă. Виçĕ ача амăшĕ чылай хушă ĕç шыранă, анчах кăлăхах. Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, предприяти-организаци ертÿçисем пĕчĕк ачаллă хĕрарăмсене килĕштерсех каймаççĕ. Вĕсем час-часах больничнăй илеççĕ, ĕçрен пăрăнмалли ытти сăлтав та тупăнсах тăрать... «Социаллă контракт пирки телевизорпа кăтартнă пĕлтерÿ урлă пĕлтĕм, — калаçăва хутшăнчĕ Инна Всеволодовна. — Шупашкар хулин Калинин районĕн администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайне кайрăм. Унта программа пирки тĕплĕ ăнлантарчĕç, социаллă контрактпа килĕшÿллĕн ĕçе вырнаçмалли документсене пуçтарма каларĕç».

Унăн кандидатурине Чăваш Республикин Ĕçлев центрне пăхса тухма сĕннĕ. Кунта шăпах çав вăхăтра çул çитменнисемпе ĕçлекен специалист кирлĕ пулнă. «Унăн педагогика пĕлĕвĕ пурри пире уйрăмах килĕшрĕ, — терĕ Александр Иванович. — Ĕçе те хăвăрт хăнăхрĕ, пысăк шанăç кÿрекен специалист пулса тăчĕ. Чи малтанах çыннăн ĕçлес кăмăл пулмалла. Эпир вара унашкаллисене пулăшма яланах хатĕр».

Социаллă контракт Инна Ильинана ĕçленĕ вăхăтрах çĕнĕ профессие вĕренме май панă. Çавăн пекех тупăшне те ÿстернĕ. Ĕç опычĕ çукран хальлĕхе унăн шалăвĕ пысăк мар. Социаллă контрактпа килĕшÿллĕн вара çамрăк специалиста ĕç укçи çумне çулталăк вĕçлениччен кашни уйăхра 10134 тенкĕ хушса тÿлеççĕ. «Пирĕн пысăк çемьешĕн ку самай курăмлă пулăшу», — пĕлтерчĕ виçĕ ача амăшĕ. Сăмах май, ку меслетпе предприяти-организаци ертÿçисем те усă курма пултараççĕ. Пĕчĕк шалуллă ĕç вырăнĕсене сахал тупăшлă граждансене сĕнсен патшалăх социаллă контрактпа килĕшÿллĕн вĕсен уйăхри тупăшне ÿстерме пулăшĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

СĂМАХ МАЙ

Çулталăк пуçланнăранпа сахал тупăшлă çемьесенчен 1327 заявлени йышăннă, 114,5 миллион тенкĕлĕх 1221 социаллă контракт çирĕплетнĕ. Пĕтĕмпе 3800 ытла контракт /376,2 миллион тенкĕлĕх/ хатĕрлеме палăртнă.

 

Комментари хушас