Ĕçчен вĕлле хурчĕ ĕçчен çынна савать

«Тар тăкмасăр пыл çиейместĕн», — тет Комсомольски районĕнчи Йÿç Шăхальте пурăнакан 88 çулти Петр Козлов. Петр Ефимович Каçал  тăрăхĕнчи кăна мар, Чăваш Енри чи ватă хурт-хăмăрçăсенчен пĕри. Пыл сăпасĕнче вăл çулсеренех пускилсене, касри ача-пăчана пылпа сăйлать. Мĕн пур тăванне сиплĕ пылак çимĕç парать. Уяв кĕрекине вара хурăнташĕпе, пĕр ялта пурăнакан хурт-хăмăрçăпа Анатолий Зотовпа, пĕрле ларать. Вĕсен калаçăвĕ те ылтăн хуртпах çыхăннă. Утарçăсем, пулăçсемпе сунарçăсем пекех, хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн фанатсем. Йăлтах акă мĕнрен пуçланнă.

Хăй тĕллĕнех вĕреннĕ

«Аллă тултарсан колхозри механикрен хамăр ялти шкула завхозра ĕçлеме куçрăм. Пушă вăхăт ытларахчĕ. Семен Яковлевич кÿршĕ пиллĕкмĕш çул вĕлле хурчĕсемпе аппаланатчĕ. Ăна кура манăн та шухăш çуралчĕ. Шăпах тата Тимĕрчкасси шкулĕн директорĕ Шупашкара пурăнма куçса каяссине, хурт вĕллисене сутса хăварасшăн пулнине систерчĕç. 1983 çулта ылтăн хуртсене кайса илтĕмĕр. Çав икĕ вĕллерен пуçларăм вара. Асатте те хуртхăмăр тытнă, утарĕ Пÿртлĕ вăрманĕнче пулнă. Çăл вырăнĕсем халĕ те пур. Атте ку ĕçпе аппаланман, колхоз тунă вăхăтра лару-тăру çăмăл пулман, кашни вĕллешĕнех налук хунă. Хурт-хăмăр ĕçне хам тĕллĕнех вĕрентĕм. «Пчеловодство» журнал çырăнса илетĕп, утарçăсен семинарĕсене хутшăнатăп. Хуртсен йышне пĕчĕккĕн ÿстерсе пытăм. Пĕр вăхăтра 40 вĕллене те çитертĕм. Анчах вĕсене чир çакланчĕ те 2-3 çулта вĕлле шучĕ самаях чакрĕ. Паян манăн 20-е яхăн хурт çемйи. Вĕллисене те хамах ăсталатăп. Нумай корпуслă вĕллесем кăмăла килеççĕ. Пыл хурчĕсен вăтам вырăс, карпат, приокски тĕсĕсене ĕрчететĕп», — паллаштарчĕ ăста хăйĕн килти утарĕпе.

Петр Козлов шухăшĕпе, Чăваш Енре ылтăн хуртсен вăтам вырăс ăратне ытларах тытмалла. Вĕсем, ыттисемпе танлаштарсан, сахалрах чирлеççĕ, лайăхрах хĕл каçаççĕ, пыл нумай пуçтараççĕ, анчах çынна тапăнаççĕ. Приокски те çав майлах, анчах кăштах йăвашрах. Карпат ăрачĕ — мирлĕ хурт, çынна тапăнмасть. Малалла вулас...

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.