Ĕçчен çынна ял савать

«Ял халăхĕ тăрăшуллă пулни савăнтарать. Пахча çимĕç туса илеççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Çавна май çемье бюджетне пуянлатаççĕ, ачи-пăчине вĕрентеççĕ, хушма хуçалăха аталантараççĕ. Сăра-эрех ĕçсе çапкаланса çÿрекен пачах çук темелле. Ара, кредит илсе кил-çурта илемлетекен те чылай. Çак утăма хастар çын çеç тума пултарать. Мĕншĕн тесен кивçен укçана патшалăха тавăрса памалла-çке», — калаçăвне пуçларĕ Нăрваш-Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Раськин.

Ылтăнпа тан

Кил-çурта хитрелетесси ку тăрăхра «модăна» кĕчĕ пулас. Çамрăксенчен тивĕçлĕ канурисем те юлмаççĕ. Пÿрт-çурт сăн-сăпатне улăштараççĕ, урăхла каласан, ăна илемлĕ тум тăхăнтартаççĕ.

Николай Никандрович пĕлтернĕ тăрăх, асăннă ял тăрăхне виçĕ ял кĕрет. Унта 600 кил шутланать, вĕсенчен 15% пушă. Çавна май çамрăксем тăван тăрăха юлнипе юлманни пирки кăсăклантăм.

— Кăçал вырăнти вăтам шкултан 7 хĕрпе каччă вĕренсе тухрĕ. Яланхи пекех вĕсем те хула енне туртăнаççĕ. Мĕншĕн? Ытларах ĕç çуккипе сăлтавлаççĕ. Çĕре, техникăна кăмăллакан çамрăксем пур пирĕн. Вĕсем хушма хуçалăха аталантараççĕ, тупăш илеççĕ. Çав вăхăтрах фермер хуçалăхĕсем хупăнни пăшăрхантарать. Налук тÿлевĕ ÿснине пула арканчĕ чылайăшĕ. Надежда Васильевăпа Владимир Ульянов фермерсем вара малаллах талпăнаççĕ. Тыр-пул, севок сухан çитĕнтереççĕ. Надежда арендăна тепĕр 10 гектар çĕр илесшĕн. Севока хушма хуçалăхсем те туса илеççĕ. Пирĕншĕн вăл ылтăн вырăнĕнче. Çемье бюджетне пуянлатаканни шăпах çак культура. Паллах, ăна çитĕнтерме пĕрре те çăмăл мар. Маттур, хастар çынсем çеç акаççĕ çак культурăна. Ялта пахча çимĕç управĕсем те тăваççĕ. Вĕсенчен пĕри — Анатолий Мулендеев.

Ял çыннин тăрăшулăхĕ кĕтÿри ĕне йышĕ ÿснинчен те палăрать. Патшалăха сĕт сутса та тупăш илеççĕ. Теприсем вара ашлăх вăкăрсем çитĕнтереççĕ, вуншар тытакан та пур. Ку тĕслĕх те халăх ĕçченлĕхне палăртать.

Часавай уçăлчĕ

Асăннă тăрăхра спорт та вăйлă аталаннă. Ахальтен мар районти ял тăрăхĕсен хушшинче ир-текен спартакиадăра Нăрваш Шăхальсем яланах пĕрремĕш вырăн йышăнаççĕ. Çак çитĕнÿре Владислав Бородкин инструкторăн тÿпи пурах. Спортăн кирек хăш тĕсĕпе те кăсăкланаççĕ ен-тешсем. Паллах, кунта тĕслĕх илмелли те пур. Вĕсенчен пĕри — Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, икĕ хутчен тĕнче чемпионки Ирина Калентьева. Вăл çамрăк ăрăва çул уçса пачĕ тесен те юрать. Ара, ку тăрăхра велоспорт вăйлă аталаннă.

«Маларах ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, йывăр атлетикăпа кăсăкланакан та пурччĕ. Шел, халĕ тренер çукран спортăн çак тĕсĕсем çухалчĕç, — калаçăва тăсрĕ ертÿçĕ. — Анчах эпир вĕсене вуçех пĕтересшĕн мар. Малашне Вăрманхĕрринчи клубра секцисем йĕркелесшĕн, «тимĕр вăййине» çĕнĕрен чĕртсе ярасшăн.

— Умра тата мĕнле тĕллевсем?

— Ĕç-пуç нумай. Сăмахран, Хирти касра çул тăвасшăн. Вăл — чи вăрăм урам /1 км та 300 м/. Унта ача-пăча та нумай, пушă çурт та çук. Унтан чиркĕве туса пĕтермелле. Кăçал алăк, чÿрече лартасшăн, тăррине витесшĕн. Ăна халăх укçипе тăватпăр. Теприсем строительство ĕçĕнче те пулăшаççĕ. Геннадий Митрофанова, Александр Смирнова, Светлана Фроловăна, Иванпа Алек-сандра Белковсене, Павел Белкова тата ыттисене те тав тăвас килет. Çавăн пекех клуб тата ял тăрăхĕн ĕçченĕсене те. Çуллахи Микула уявĕнче 2 купол хăпартрăмăр. Хирти касра пурăнакансем вара кăçал кĕске вăхăтрах часавай туса лартрĕç. Сăваплă çак ĕç Василий Никитинпа Георгий Кошкин пуçарăвĕпе пулчĕ. Укçа-тенкĕпе Василий Васильевич пулăшрĕ. Сăмах май, вăл тăрăшнипе Апăрша урамĕнче пурăнакансем халĕ çул нушине пĕлмеççĕ.

Паянхи куна масарсене тирпейлес, çÿп-çап куписене пĕтерес, культура çурчĕн тăррине юсас ыйтусем çивĕч.

Паллах, пурнăçра лайăххипе япăххи юнашарах çÿреççĕ. Пăшăрханмалли те пурах: ял халăхĕ килти çÿп-çапа çырмана, вăрмана тăкни тарăхтарать ертÿçе. «Хальччен çакăн пекех пурăннă теççĕ пулас. Субботниксем йĕркелесен те клуб тата ял тăрăхĕн ĕçченĕсем çеç тухаççĕ» , — чунри пăшăрханăвне систерчĕ Николай Никандрович. Малалла вулас...

 

Валентина ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.