Ĕçчен çынна ял савать
Сăпайлă, ытлашши сăмах ваклама килĕштермен арçын кăмăлне çавăрма, чĕлхине "уçма" çăмăл мар. "Выльăх-чĕрлĕх йышлă усракансем сахал-им?" — турткалашрĕ вăл малтанах. Анчах ял пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ пирки калаçнă май кăмăлĕ уçăлчĕ. Тăван ен, унăн малашлăхĕ Николай Петрова та канăç памасть.
— "Ударник" хуçалăх ура çинче çирĕп тăнипе Йӳçкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем малашлăхшăн пăшăрханман. Шалу вăхăтра, йĕркеллĕ тӳленĕ. Шел, ырă ут та такăнать. Юлашки çулсенче лару-тăру палăрмаллах улшăнчĕ. Ялти ĕçсĕрлĕх пирĕн пата та çитрĕ темелле. Чăн та, çĕнĕ ертӳçĕсем тăрăшаççĕ, анчах пысăк парăмлă предприятие туртса кăларма çăмăл пулмĕ. Хуçалăх йывăрлăха кĕрсе ӳксен эпĕ те ыттисем пекех аякка ĕçлеме тухса кайрăм. Анчах ватă аннене пăхма тивнипе таврăнтăм. Вырăнтах ĕçлесе тупăш илмелли майсем шырарăм, — каласа парать Николай Мартынович.
Хушма хуçалăхри ĕç-хĕле çăмăллатма кивĕрех трактор та туяннă вăл. Хăйĕн лаптăкне сухаласа акнипе пĕрлех ыттисене те пулăшнă.
— Трактор пуррине кура Йӳçкасси ял тăрăхĕ мана хуçасăр çĕре илме сĕнчĕ. 10 гектар нумай мар темелле. Çапах ĕçлеме тытăнсан систерет. Çĕре сухаласа нумай çул ӳсекен курăк акса хăвартăм-ха, унпа вара мĕн тăвас? Сутсан та йӳнĕ. Çĕр халĕ ирĕклĕ, утă туса илме чăрмав çук. Ялта вара выльăх тытакансем чаксах пыраççĕ. Унчченхипе танлаштарсан кĕтĕве икĕ хут сахалрах ĕне тухать. Çамрăксем унпа чăрманасшăн мар. Выльăх усрасан ирĕклĕн çӳреймĕн, киле вĕренпе кăкарса хунăнах туйăнать. Ăна пăхма та çăмăл мар. Çапах нумай шухăшланă хыççăн ĕнесен йышне ӳстертĕм, — васкамасăр, кашни сăмаха шутланăн калаçать арçын.
Йӳçкасси ял тăрăхĕнче фермер хуçалăхĕсем аталанайман. Сăлтавĕ — çĕр пайĕсене 4-5 çул каялла кăна уйăрса пани. Лайăх ĕçлекен предприятирен уйрăлса тухас текенсем те тупăнман. Çĕрĕ те пур темелле, анчах фермер хуçалăхне кӳлĕнекенсем çав-çавах çукрах-ха.
— Пирĕн унччен выльăх усрама вăхăчĕ те пулман, хуçалăхра ĕçленĕ. Шалу лайăх илнĕ. Кирлех пулсан аш-какай, сĕт те вырăнтах панă. Тĕрĕссипе, кĕтӳ çӳретме улăх-çаран хĕсĕкчĕ. Хам та ĕмĕрĕпех "Ударник" хуçалăхра механизаторта тăрăшнă. Ака-сухара, вырмара уй-хиртен кĕме пĕлмен темелле. Пурнăçăн хӳри пăрăнăç тенĕн ĕмĕр сакки ватлăхра мана та улшăнма хистерĕ.
Çемье çăмăллăх кредичĕ илсе вите-сарай çĕнетнĕ, ĕне выльăх туяннă. Хальхи вăхăтра витере 11 пуç, çав шутра сăвăнаканнисем – 4. Хушма хуçалăхри йывăр çĕклем кил хуçи çине ытларах тиенет. Мăшăрĕ, Евгения Васильевна, шкулта вĕрентекен пулса ĕçлет. Хĕрĕ Ксения — институтра, ывăлĕ Сергей шкулта пĕлӳ илет. Пушă вăхăтра вĕсем те пулăшма тăрăшаççĕ. Çапах Николай Мартынович ытларах хăйне шанса вăй хурать. Сĕт сумалли аппарат та илнĕ вăл. Кăткăс техникăна ыттисене шанса паманнипе е мăшăрне шелленипе-ши хăех сăвать.
— Сĕт сутни пысăк тупăш кӳрет тесе калаймăн. Çапах хушма хуçалăх выçă та, ĕçсĕр те лартмасть. Хальхи вăхăтра "Ударник" хуçалăх 1 литр сĕте 23 тенкĕпе туянать, çулла хак йӳнелет. Сĕтри çу шайне тĕрĕслесен те пĕр пек тӳлеççĕ. Унсăр пуçне сутнă литр чĕртаваршăн 100 гр тырă, 300 гр ытларах улăм парать. Ку пирĕншĕн пулăшу. Ĕне нумай усрасан услам та ытларах кĕрет. Ман ăратлă ĕнесем мар, талăкне 20 литр антараççĕ. Вĕсене утă, çăнăх, кăшман паратпăр, – çемье бизнесĕ пирки пĕлтерчĕ вăл. — Хушма хуçалăхра ĕçлесе илнĕ укçана Мускаврипе танлаштараймăн. Кунта тăкакĕ те нумай: çунтармалли-сĕрмелли материалсем, саппас пайсем кирлĕ, техникăна çĕнетмелле. Хушăран парăма та кĕмелле. Тепĕр енчен, тăван килтех ĕçлесе пурăннине, çывăх çынсем юнашар пулнине шута илсен пурнăçа ӳпкелеймĕн.
Йӳçкасси тăрăхĕ çырма-çатрапа, шыв-шурпа пуян. Çавăнпа кунта килĕрен тенĕн кайăк-кĕшĕк ĕрчетеççĕ. Петровсен картишĕ те çулла чăх-чĕппе, хурпа, кăркка-кăвакалпа тулать. Вĕсен йышĕ çĕре те çывхарать пулĕ. Анчах сутлăх мар, хăйсем, тăванĕсем валли усраççĕ.
— Ĕнесене йышлатса, тен, фермер хуçалăхĕ йĕркелемелле?
— Кĕтĕве ӳстерме йывăр. Ял халăхĕ тына пăрусене 50 пин тенкĕрен кая мар сутать. Ăратлисем тата хаклăрах. Йывăр лава кӳлĕнме çамрăк мар ĕнтĕ, пилĕк теçеткерен иртрĕм. Çамрăк пулсан хăрамасăрах тытăнмалла. Фермерсене патшалăх та пулăшать. Манăн вара мĕн пуррипех майлаштарса-саплаштарса пымалла.
Лариса Арсентьева.
Муркаш районĕ.
Комментари хушас