- Чăвашла верси
- Русская версия
Ĕç - уншăн иккĕмĕш кил
Яваплă, шаннине тÿрре кăлараканскер... тĕлĕнмелле чиперскер. Çынна пĕрре курнипех пĕлме çук теççĕ пулин те Полина Майрасловăна шăпах çакнашкал хакларăм. Шупашкарти «Элара» заводра инженер-конструкторта вăй хураканскер кăçал республика Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ.
Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш пики - учительсен йăхĕнчен. Ашшĕ-амăшĕ кăна мар, аслашшĕпе асламăшĕ те пурнăçне ача-пăчана вĕрентессипе воспитани парассине халалланă. Сăмах май, вĕсем пурте - ЧР тава тивĕçлĕ учителĕсем. Асламăшĕ Раççей шайĕнче çак хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Пĕтĕмĕшле педагогика стажĕ - 150 çул ытла. Амăшĕ Надежда Петровна - вырăс чĕлхи, ашшĕ Михаил Сергеевич математикăпа информатика вĕрентет.
Çавнашкал çемьере усал йăласемпе туслă ача-пăча çитĕнменни паллă. Аслисем ачисенче пĕчĕкренех вĕренес туртăма аталантарма тăрăшнă, ĕçе хăнăхтарнă, хăйтĕллĕнлĕхе вĕрентнĕ. Шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă Полина И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн радиотехникăпа электроника факультетне кĕнĕ. «Çав тапхăрта ĕç рынокĕнче техника специальноçĕсем - инженер, программист тата ытти - çитместчĕ. Çавăнпа кайран ĕçе вырнаçма çăмăлрах пултăр тесе эпĕ çак факультета суйларăм. Пушшех те - юратнă предмет математикăччĕ», - аса илчĕ хĕр. Малалла вулас...
Комментари хушас