Ĕç пулсан ял пурăнать

«Ĕçчен çын çукран та пур тăвать», — теççĕ халăхра. Тăвай районĕнчи Кармалти пĕр тăван Грачевсем телей кайăкне çичĕ тинĕс леш енче шыраман, вырăнтах тупнă. «Слава» хуçалăх панкрут çулĕ çине тăрсан тăвансем халăх пурлăхне хăйсен хÿттине илнĕ. Чăн та, ку вăхăт тĕлне фермăсем палăрмаллах юхăннă, витесем пушаннă.

Тăватă пĕртăван çемье ферми йĕркеленĕ. Укçа-тенкĕ ыйтăвне чи асли, Валентин Геннадьевич, татса пама пулăшнă. Паллах, кивçене те кĕме тивнĕ вĕсен. Пилĕк çул каялла 200 ĕне вырнаçмалăх çĕнĕ вите тунă. Сĕт пăрăхĕ, чĕр тавар сивĕтме холодильниксем вырнаçтарнă. Выльăх йышĕ ÿснĕ май пĕлтĕр пăру витине туса пĕтернĕ. Валерий Грачев патшалăх пулăшăвне, гранта тивĕçни çемье фермине аталантарма пулăшнă. Хальхи вăхăтра мăйракаллă шултра выльăх — 660, çав шутра сăваканни — 190 пуç.

Сарă-кăвак витесем аякранах курă- наççĕ. Территоринче типтерлĕ, клумбăра чечексем ешереççĕ. Витере те таса, сăмсана çуракан шăршă çук. Ĕнесем çуллахи лагерьте пулнă май сăнчăрта 4-5 пуç кăначчĕ. Кусем çывăх вăхăтра пăруламаллисем иккен. Хĕрарăмсем ĕçсене вĕçлесе килĕсене кайма хатĕрленетчĕç.

— Илемлĕ кунта сирĕн, ферма мар, кану çурчĕ пекех, — терĕм вĕсене.

— Эпир кашни эрнерех субботник йĕркелесе территорие, витесене тирпейлетпĕр, стенасене çăватпăр. Фермăра ĕçлетпĕр тени пылчăк-тислĕк çăрнине пĕлтермест. Вăл вăхăт тахçанах иртнĕ. Таса çĕрте ĕçлеме те кăмăллă, — пĕлтерчĕç вĕсем. Çутă кăвак-шурă халат тăхăннă, тĕслĕ тутăр çыхнăскерсем улăхри чечексем пек туйăнаççĕ. Сăн- пичĕсенче ăшă кулă вылять. Канмалли пÿлĕмре те хăтлă. Илемлĕ сĕтел-пукан, телевизор вырнаçтарнă. Юнашарах столовăй, душ, ăшă туалет, кĕпе çумалли машина… Тухăçлă ĕçлеме, лайăх канма мĕн кирли йăлтах пур темелле. «Унччен çулталăкĕпех ураран резина атă кайман. Ферма шăрши килте те сарăлатчĕ, хăпса пĕтме çукчĕ. Йăлтах алă вĕççĕн пурнăçланă. Халĕ иртни япăх тĕлĕкри пек туйăнать. Пĕтĕм ĕçе механизациленĕ, йывăрпа нушаланмастпăр», — савăнăçне пытармарĕç хĕрарăмсем. Малалла вулас...

 

Лариса НИКИТИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.