Ĕç прависене хÿтĕлемеллех
25 Jun, 2018 | Актуально | Форум

Граждансен ĕç прависене хÿтĕлесси — шăпах çак ятпа паян Чăваш Республикин прокуратури йĕркеленĕ виççĕмĕш уçă форум иртрĕ. 

Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР прокурорĕ Василий Пословский, прокуратура ĕçченĕсем, патшалăх влаçĕн тата право хуралĕн органĕсен, çавăн пекех общество организацийĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.

Форума уçнă май Василий Пословский граждансен ĕç прависене мĕнле пăхăннине сăнаса тăрасси прокуратура органĕсен ĕçĕн тĕп енĕсенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Ĕç хутшăнăвĕсен сфери çынсемшĕн яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине аса илтерчĕ.

Прокурорăн пĕрремĕш заместителĕ Александр Евграфов доклад тунă май прокуратура органĕсем ирттернĕ тĕрĕслевсен кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Тĕрĕслевсен вăхăтĕнче хăш-пĕр çĕрте ĕçлекенсене шалăва вăхăтра тата туллин паманни, ĕç условийĕсем хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманни çиеле тухнă /ку вара çынсен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратать/. Александр Евграфов кăçал прокуратура органĕсем ĕçлевпе çыхăннă саккунсене пăснă 4 пин ытла тĕслĕхе тупнине, çав шутран 3500-ĕшĕ шалăва вăхăтра паманнипе çыхăннине каларĕ. Организацисемпе предприятисем шалупа çыхăннă парăмне татчăр тесе хăйсем мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ.

Форумра çавăн пекех РФ Следстви комитечĕн ЧР Следстви управленийĕн ертÿçи Александр Полтинин, Ĕçлев инспекцийĕн ертÿçи Алексей Метелкин, федерацин Суд приставĕсен службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Наталия Вассиярова, «Чăвашрессовпроф» пĕрлешĕвĕн ертÿçин çумĕ Ирина Филиппова хăйсем граждансен ĕç прависене хÿтĕлес енĕпе мĕнле мероприятисем йĕркелени пирки каласа кăтартрĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас