Ĕç кунĕ кĕскерех

5 Нарăс, 2014

Саккунпа килĕшÿллĕн - уяв умĕнхи ĕç кунĕ ытти чухнехинчен пĕр сехет кĕскерех. Енчен те çын 0,5 е 0,25 ставкăпа вăй хурать тăк унăн ĕç кунĕ мĕн чухлĕ кĕскелет?

Ксения А.
Етĕрне хули.
 

РФ Ĕçлев кодексĕн 95 статйипе килĕшÿллĕн уяв умĕнхи ĕç кунĕ е смени пĕр сехет кĕскелет. Ку йĕрке пĕтĕм ĕçчене пырса тивет.

Пĕр чарăнмасăр ĕçлекен организацисенче тата ĕçсен хăш-пĕр тĕсĕнче - вĕсенче смена вăхăтне чакарма май çук - уяв умĕнхи кун палăртнинчен ытларах вăй хунă çынна канмашкăн хушма сехетсем памалла е вăл хăй килĕшсен ятарлă нормăна тĕпе хурса хушса тÿлемелле. РФ Аслă Сучĕн 2006 çулхи авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнчи ГКПИ 06-963 /-лĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ку çăмăллăх пĕтĕм ĕçчене пырса тивет, çав шутра кĕскетнĕ ĕç кунĕпе тăрăшакансене те: 18 çула çитменнисене, 1 тата 2 ушкăн инваличĕсене, сиенлĕ тата хăрушлăхлă условисемлĕ вырăнсенче тар тăкакансене те. Ку йышăнăва пĕтĕм пуçлăх-ертÿçĕн асра тытмалла. Çак правило харăсах икĕ çĕрте ĕçлекенсене те пырса тивет. Ку категорие РФ Ĕçлев кодексĕн 287 статйинче палăртнă пĕтĕм гарантипе туллин тивĕçтермелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.