Ĕç çынни малашне те хисепре пултăр
30 Aug, 2016

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕ патшалăх влаçĕн органĕсене сĕнÿ-канашпа сахал мар пулăшать. Шупашкарти коопераци институтĕнче иртнĕ черетлĕ ларура та республикăри сумлă çынсем пĕлтерĕшлĕ ыйтăва — Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ епле пурнăçланса пынине — тишкерчĕç.

Тĕп докладпа ЧР Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев паллаштарчĕ. Вăл республикăра социаллă пĕлтерĕшлĕ программăсем аван ĕçленине, районсемпе хуласенче фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлнине, çĕнĕ шкулсем хута кайнине, культура учрежденийĕсем çĕкленнине, ял хуçалăх производстви ÿснине, автоçулсене юсанине, Раççей шайĕнче тĕрлĕ куравпа фестивальсем ирттернине палăртрĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ нумай тăкакланине асăнчĕ. “Ĕç çыннин çулталăкне пурнăçласа та сахал мар ĕç тунă. Тĕслĕхрен, республикăри пин- пин çынна “Ĕç ветеранĕ” ят панă, тĕрлĕ професси сумне ÿстерес тĕллевпе конкурссем ирттернĕ. Калăпăр, кăçал пĕрремĕш хут сухаçăсен конкурсне йĕркелерĕмĕр. Çамрăксене профориентаци пĕлĕвĕ парасси вăй илет, çак проект вĕсене тивĕçлĕ специальноç суйласа илме пулăшать. Çул çитменнисем çуллахи вăхăтра ĕçпе тивĕçтерес программăна хастар хутшăнаççĕ”, — терĕ Сергей Петрович.

Ларура çавăн пекех Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селивановпа Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Владимир Семенов сăмах илчĕç. Вĕсем районсенчи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕ çинчен, ЧР Пуçлăхĕн Указне епле пурнăçлани пирки каласа пачĕç. Тĕслĕхрен, Патăрьел тăрăхĕнче Ĕç мухтавĕн аллейине уçнă, район аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшнă ĕç династийĕсене чысланă. Çавăн пекех нумай çул ĕçлесе пысăк ят-сума тивĕçнĕ ветерансене манманнине палăртрĕ район ертÿçи.

Ваттисен канашĕн пайташĕсем докладчиксене тимлĕ итлерĕç, республика тата район аталанăвĕшĕн чылай ĕç тунине ырларĕç. Патшалăхпа хăйтытăмлăх органĕсене тата общество организацийĕсене çамрăксемпе ытларах ĕçлеме, ĕç ветеранĕсене сума сума, производство хастарĕсен ĕçне хаклама, ĕç условийĕсене лайăхлатма чĕнсе каларĕç.

Ваттисен канашĕн ырă йăла пур: сумлă ветерансене çуралнă кунпа е юбилейпе саламласси. Лару вăхăтĕнчех общество организацийĕн председателĕ Лев Кураков ЧАССР тава тивĕçлĕ строительне, Çĕнĕ Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинне Иван Торина /сăнÿкерчĕкре/ тата ЧР социаллă хÿтлĕх парассин тава тивĕçлĕ ĕçченне Леонид Шимина менелник ячĕпе саламларĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Андрей МИХАЙЛОВ