Е улахра, е вăйăра

5 Юпа, 2017

«Йăла саккунпа тан», — тенĕ мĕн ĕлĕкрен. Çак каларăшăн пĕлтерĕшне Шупашкар районĕнчи Шемшер шкулĕнче вĕренекенсемпе садике çÿрекен ачасем те çирĕплетеççĕ. Юрă-кĕвĕ тĕнчине иленнĕскерсем чăваш тумтирне кăмăлпа тăхăнаççĕ, кирлех пулсан шăпăрлансем çăпата та сыраççĕ.

Çитĕнекен ăрăва халăх йăли-йĕркипе мĕн пĕчĕкрен туслашма Валерий Никитин пулăшать. Вăл Шорчекассинчи культура çуртĕнчи «Çеçпĕл» фольклор ушкăнăн ертÿçинче тата шкул çумĕнчи ача садĕнче мусăкçăра вăй хурать. Валерий Петрович йĕркеленипе ялти хĕрарăмсем фольклор ушкăнне çÿреççĕ. Хормейстер аслисемпе пĕрле унта кĕçĕннисене те хутшăнтарать. «Ваттисем ĕлĕкхи йăла-йĕрке çинчен каласа кăтартнине ачасем питĕ тимлĕ итлеççĕ», — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ ушкăн ертÿçи. Чи кирли вара — аслисем вырăнти фольклор пуянлăхне çитĕнекен ăрăва вĕрентсе хăварни. Çак тăрăхри артистсем тăтăшах уявра халăха савăнтараççĕ. Вырăнти фольклора аталантарса улах лараççĕ, вăйă карти йĕркелеççĕ. Чи пĕлтерĕшли — чăвашлăхпа пĕчĕкренех туслашма пулăшаççĕ.

Валерий Никитин ачасемпе фольклор ушкăнне 2002 çулта йĕркеленĕ. Икĕ çултан вĕсем «Район ахахĕсем» конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Р а й о н т а ç ĕ н т е р н ĕ х ы ç ç ă н ачасен республикăри «Пĕчĕк çеç путене» фольклор конкурсĕнче лауреат пулса тăнă. Уншăн ЧР Вĕрентÿ, ЧР Культура министерствисен тав хучĕсене тивĕçнĕ. Çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ — чăваш фольклорне Шемшерсем çĕршывăн тĕп хулинче кăтартнă. «Мускавра аслисемпе ачасене те хутшăнтартăмăр. Вĕсем питĕ кăмăллă таврăнчĕç. Пĕр самант халĕ те асрах: кафере апатланнă чухне пĕчĕкскерсем вилкăпа, çĕçĕпе тĕрĕс усă курма пĕлменнинчен пĕр-пĕринчен кулчĕç, кайран вара тахçанччен аса илчĕç», — иртнине каласа кăтартрĕ Валерий Петрович.

Шемшерти шкул хупăнсан чăваш йăли-йĕркишĕн хыпса çунакан ертÿçĕ ачасен ушкăнĕ саланса кайнăшăн куляннă. Халĕ вара, шкула çĕнĕрен хута ярсан, пĕлтĕр вăл ачасене тепĕр хут пĕрле пуçтарнă. Чăваш тумтирне «Çеçпĕле» çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕ çĕленĕ. «28 ача çÿрет фольклора. Эрнере икĕ хут репетици ирттеретпĕр. Ачасене икĕ ушкăна пайларăмăр: кĕçĕнреххисем тата аслăраххисем. Пĕринче — пĕчĕккисемпе, тепринче шкул ачисемпе хатĕрленетпĕр. Кайран пурне те пĕрлештерсе сцена çине тухатпăр. Садике çÿрекен шăпăрлансем те хаваспах килеççĕ «Çеçпĕле». Клубпа шкул пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлетпĕр. Шкул администрацийĕ чылай пулăшать. Уйрăмах пуçламăш класс вĕрентекенĕсем тăрăшаççĕ. Чăваш чĕлхи эрнинче ялан пысăк концерт хатĕрлетпĕр. Чи кĕçĕннисем малтанах чăваш кĕпи тăхăнсан, ума саппун çаксан пĕр-пĕрин çине пĕр тĕлĕнсе, пĕр савăнса пăхрĕç. Çитĕнекен ăру вырăсланса пырать, Шемшер ачисем вара чăвашлах юрлаççĕ», — калаçрĕ хăй ĕçне чунтан парăннă культура ĕçченĕ. Малалла вулас...

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.