Депутатăн мĕнле пулмалла?

24 Çурла, 2016

Дисциплинăна пăхăнакан, ĕçлеме пултаракан тата йĕркеллĕ политик — Раççей суйлавçисем Патшалăх Думин депутачĕн идеалне шăпах çапла кураççĕ. Унăн тĕп пахалăхĕсем хастарлăх, компетентлăх тата ĕçе пурнăçлани пулмалла. Çакнашкал пĕтĕмлетÿпе Халăх шухăшне тĕпчекен Пĕтĕм Раççейри центр /ВЦИОМ\ пуçлăхĕ Валерий Федоров кăçалхи çĕртме уйăхĕнче паллаштарнă.

Социологсен тĕпчевĕсемпе килĕшÿллĕн — граждансем халăх суйланăскерсен ĕçпе çыхăннă çак пахалăхĕсене малти вырăна хураççĕ: сăмахĕсемпе ĕçĕсем килĕшсе тăни, мĕн шантарнине пурнăçлани, хуçалăх-управлени ĕçĕн хăнăхăвĕсем пурри, професси ăсталăхĕ. Респондентсенчен нумайăшĕ депутатсен “пĕтĕм патшалăх интересĕсене хÿтĕлеме, хушăран хытă тата питех анлă сарăлман мерăсене — суйласа илнĕ çула /курса/ тытса пыма кирлисене — йышăнма хатĕр пулмаллине” палăртнă. Кăмăл-сипет пахалăхĕсем пирки калас тăк ытларахăшĕ саккун кăларакансен тÿрĕ кăмăллă пулмаллине асăннă. Федоров каланă тăрăх — Раççейре пурăнакансем тĕслĕх шайĕнчи депутата тĕп виçĕ роле пурнăçлакан пек кураççĕ: влаçпа халăх хушшинчи шанчăклă посредник, чиновниксен йышăнăвĕсене тата хăйĕн хушăвĕсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесе тăракан, “çынсене чиновниксенчен тата йĕркесĕрлĕхрен хÿтĕлекен”.

Ыйтăма хутшăннисене “халăх тарçисен” çак енĕсем килĕшмеççĕ: кам та пулин витĕм кÿнипе хăйĕн шухăшĕсене е тыткаларăшĕсене улăштарни, конструктивлă критикăна йышăнас теменни, çынсемпе уçă пулманни, дискуссие хутшăнма кăмăлĕ çукки. “Çакна йăлтах иртнĕ самана палли тесе хаклаççĕ”, — уçăмлатнă ВЦИОМ пуçлăхĕ. “Халăх çĕнĕ çынсене курасшăн, вĕсем килни хăш-пĕр теветкеллĕхпе çыхăннă пулсан та”, — малалла ăнлантарнă вăл. Социологсем артистсемпе спортсменсем Думăн илĕртÿллĕ депутачĕсем пулма чарăннине систернĕ. “Кандидатсем хăйсен тахçанхи çитĕнĕвĕсемпе мар, электоратăн, регионăн, çĕршывăн çивĕч ыйтăвĕсене татса пама пултарнипе интереслĕ”, — тенĕ Валерий Федоров. Ят-сумне ÿстерес тесе юри хирĕçни, халăх хушшинче кăнттам пулни, кăмăл-туйăмне ытлашшипех ирĕке яни, тахçан уголовлă майпа айăпланни, хăйтĕллĕнлĕх çукки — çаксене суйлавçăсем пулас депутатсенче курасшăн мар.

Вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ: кăçалхи авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче — Пĕрлехи сасăлав кунĕ. Суйлавччен вăхăт нумаях юлмарĕ, çавна май тĕрлĕ фондпа центрсем халăх шухăшне пĕлес тĕллевпе çĕнĕрен те çĕнĕ ыйтăмсем ирттереççĕ. Вĕсен кăтартăвĕсемпе паллашма чăнласах та кăсăклă. Авăнăн 18-мĕшĕнче пирĕн республикăра пурăнакансем Раççей Федерацийĕн çиччĕмĕш суйлаври Патшалăх Думин тата Чăваш Енĕн улттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйлĕç. Сасăлава хутшăнакансен çак утăма тĕплĕн шухăшласа тумалла, чи тивĕçлĕ кандидатсене суйлама тăрăшмалла: вĕсем Чăваш Ен интересĕсене федераци шайĕнче кирлĕ пек хÿтĕлеме, республика парламенчĕн депутачĕсем вара халăх пурнăçне лайăхлатакан саккунсем йышăнма пултарччăр.

“Хальхи вăхăтра халăха мĕнле депутат кирлĕ?” — çак ыйту тавра калаçма пуçласан ăна пирĕн республикăра пурăнакансенчен кашниех тĕрлĕрен хуравлать, çапах пĕр евĕрлĕрех хурав та сахал мар. Нумайăшĕ паянхи депутатăн тÿрĕ кăмăллă та яваплă, çивĕч ăслă та анлă тавракурăмлă, хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн профессионал, йĕркеллĕ çын пулмаллине палăртать. Унăн суйлавçăсен пурнăçне, вĕсене мĕн пăшăрхантарнине лайăх пĕлмелле, хăйĕншĕн сасăланăскерсен интересĕсене хÿтĕлемелле, çивĕч ыйтăвĕсене татса пама пулăшмалла. Чи пĕлтерĕшлĕ самантсенчен пĕри — депутат хăй малтан мĕн шантарнине пурнăçлани. “Пуш параппан çапакансене” халăх шанми тата хисеплеми пулать. Паллах, “халăх тарçисен” хăйсен округĕн тата регионăн аталанăвĕшĕн тăрăшмалла, социаллă аталану программисене хатĕрлес тата пурнăçа кĕртес ĕçе хастар хутшăнмалла. Хăйĕн шухăшĕсене халăх тата ĕçтешĕсем патне çитерме пултармалла.

Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансене: “Сирĕн шухăшпа — паянхи депутатăн мĕнле пулмалла?” ыйтăва хуравлама сĕнсен çакнашкал хуравсем ытларах илтĕнчĕç: “Унăн тăван республикăн тата Раççейĕн чăн-чăн патриочĕ пулмалла”, “Патшалăх шайĕнче шухăшлама пултармалла”, “Халăхăн нуши-тертне лайăх пĕлмелле”, “Хăйĕн пуян опычĕпе, вăй-хăвачĕпе, тарăн пĕлĕвĕпе çынсен ырлăхĕшĕн тата тăван тăрăх аталанăвĕшĕн тăрăшмалла”, “Суйлавçăсене итлемелле тата илтмелле”, “Яланах халăхшăн ĕçлемелле, хăй пуяссишĕн çунмалла мар”, “Политикăна, экономикăна лайăх пĕлмелле, пурнăç таппипе тан утмалла”, “Кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен çирĕп пулмалла”...

Çакнашкал хуравсене илтсен пирĕн республикăра пурăнакансем авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче суйлава хастар хутшăнĕç, вĕсем чăнласах та тивĕçлĕ кандидатсемшĕн сасăлĕç тесе шанма пулать. Республикăмăр тата çĕршывăмăр малашне мĕнлерех аталанса пырасси суйлавçăсем хăйсен сассисене камшăн панинчен те килет-çке.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.