Çывăх вăхăтрах - тивĕçлĕ сĕнÿ

19 Раштав, 2013

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура экономика тата общество аталанăвĕн приоритетлă тĕп тĕллевĕсене палăртнă май республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне хăвăртлатма çынна хывакан инвестицисем пĕлтерĕшлĕ витĕм кÿнине уйрăммăн асăннă.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен тытăмăн çитĕнĕвĕсене уçăмлатнă май республика Пуçлăхĕ ялсенчи вăй питти халăх ытти региона ĕçлеме кайнипе çыхăннă çивĕч ыйту çинче чарăнса тăнă, ку енĕпе конкретлă задача кăларса тăратнă: "Министрсен Кабинечĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприяти ертÿçисемпе бизнес-пĕрлĕхĕн ял çыннисене ĕçпе тивĕçтерес тата вĕсен шалăвĕн шайне ÿстерес енĕпе пĕрле пурнăçламалли мерăсен комплексне туса хатĕрлемелле. Чăн малтанах халăхра "арçын профессийĕ" теме хăнăхнă ĕç вырăнĕсем йĕркелеме тăрăшмалла".

Паллах, республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем хăйсен полномочийĕсемпе килĕшÿллĕн çывăх вăхăтрах асăннă ыйтăва тĕпе хурса тивĕçлĕ сĕнÿ парĕç. Пĕр шухăшлă социаллă партнерсен вăйне пĕрлештерсе республикăра ĕç вăйĕ ытлашши тата халăх йышлă пулнине пăхмасăр ку ыйтăва татса памаллах. Ăна пурнăçлама май пуррине хамăр хутлăхри агропромышленноç комплексĕнче пысăк проектсене ăнăçлă ĕçе кĕртнĕ тĕслĕхсене Çырура илсе кăтартни те çирĕплетет. Вĕсенчен хăш-пĕрне кăна асăнатăп: "Етĕрнесĕт" çĕнĕ завод уçăлчĕ, Вăрнарти типĕтнĕ сĕт туса кăларакан заводра производствăна çĕнетсе реконструкцилерĕç, "Юрма" агрохолдинг кайăк-кĕшĕк ашне тарăннăн тирпейлекен завода хута ячĕ. Çакăн йышши предприятисенче тăрăшакансен Чăваш Ен тулашне "вăрăм укçа" шырама кайма та кирлĕ мар. Кунта ĕç тухăçлăхĕ те пысăк, шалу та тивĕçлĕ, çемье те кăмăллă.

 

Сергей ДИМИТРИЕВ,

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.