Çырла пиçсен

11 Çĕртме, 2014

Çырла - тутлă та усăллă. Çырла вăхăтĕнче унпа усă курса юлмалла. Çу вăхăтĕнче 10 кило çырла çисе юлсан хĕлле чирлеместĕн теççĕ. Юн пусăмĕ ÿснипе аптракансен çакна уйрăмах шута илмелле. Гипертониксемшĕн мĕнле çырла усăллă-ха?

Чие çырлинче шывпа ирĕлекен витамин гранат çимĕçĕнчи пекех нумай. Юн çывăраслăхне чакаракан кумарин текен япала та сахал унта. Апла атеросклерозран хăтăлас е вăл ан çулăхтăр тесен чие çырли çимелле. Аскорбин кислоти Р витаминпа пĕрле юн тымарĕсене çирĕплетме пулăшать, юн пусăмне чакарать.

Хурлăхана витамин çитмесен, аппетит чаксан, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем чухне çиме сĕнеççĕ. Хĕрлĕ хурлăханра пектин нумай, çавăнпа вăл организмран холестеринпа наркăмăшлă япаласене кăларма пулăшать.

Çĕр çырли ?земляника% чĕрепе, юн пусăмĕ ÿснипе, атеросклерозпа нушаланакансемшĕн аван. Çĕр çырли веществосен çаврăнăшне йĕркелет, организмран сиенлĕ холестеринпа наркăмăшлă япаласене кăларнă çĕре хутшăнать.

Хăмла çырли шăнса пăсăлнинчен тата температурăна чакарма пулăшнине пĕлетпĕр, унсăр пуçне вăл аппетита лайăхлатать, юн юхнине чарма, организма лекнĕ наркăмăшлă япаласене хирĕç кĕрешме пулăшать.

Черешньăра кали нумай, çавăнпа вăл черешĕн аван, юн тымарĕсене çирĕплетет.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.