Çынсене çитменлĕх кулянтарать
Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культура çуртĕнче Шупашкар районĕн активĕ пуçтарăнчĕ. "Залра 1500 çын", - терĕç. Чăн та, пушă вырăн пĕрре те курăнмарĕ.
Районăн социаллă пурнăçĕпе экономикин пĕлтĕрхи аталанăвне тишкерме тĕп хулана 10-30 çухрăмран çитнĕ. Администраци пуçлăхĕ Георгий Егоров доклад турĕ. "Пĕрлехи бюджетра тупăш иртнĕ çул виçĕмçулхинчен 3,5: нумайрах пухăннă, инвестици проекчĕсене укçа 52: ытларах явăçтарнă", - терĕ. Экономика аталаннине çирĕплетекен цифра чылай илсе кăтартрĕ. Пĕтĕмлетсе каласан - районăн производство кăтартăвĕсем ÿсĕмлĕ, 2014 çулхинчен лайăхрах ĕçленĕ. Çапах та ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина вырăнти хыснана пуянлатмалли майпа туллин усă курманнине палăртрĕ. Сăмахран, çĕр лаптăкĕсене тара илсе усă курнăшăн арендаторсем кĕмĕл вăхăтра куçармаççĕ. Район хысни умĕнчи парăм 2,5 хут ÿснĕ. Сăмах пысăк сумма пирки пырать. Паллах, ăна бюджета куçарттарсан социаллă ыйтусене татса пама та çăмăлрах пулĕччĕ. Вырăнти налуксен парăмĕ 4,9 млн тенкĕ пуçтарăннă.
Районта ĕç килĕшĕвĕ тумасăрах шалу тÿлекен организаципе предприниматель миçе шутланнине асăнмарĕç. Юрать-ха, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак ыйтăва уçăмлатма пулăшрĕ: сăрă схемăпа республикăри 162 пин çынна ĕç укçи параççĕ. Ку шутра - Шупашкар районĕнче ĕçлекенсем те пур. Вĕсен шалăвĕнчен уйрăм çынран тытакан налук, РФ Пенси фондне тÿлев куçармаççĕ.
ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов республикăра пурăнакансене Интернет çыхăнăвĕпе, патшалăх пулăшăвĕн тĕсĕсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. ЧР конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова коммуналлă пулăшăвăн кăçалхи хакĕсемпе, республикăри ачасен правине хÿтĕлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов демографипе, çитĕнекен ăрăва пăхассипе çыхăннă ыйтусене тишкерчĕç.
Чылай районăн пĕтĕмлетÿллĕ лару-канашлăвне хутшăнакансем Шупашкартан килнисене ыйту пама вăтанаççĕ. Хальхинче ун пек пулмарĕ. Хут çине çырса президиума пайтах çитерчĕç. Ял çыннисемшĕн ыйтăвĕсем пĕри тепринчен кирлĕрех. Атайкассинчен килнĕ çынна "Юрма" агрофирмăн чăх-чĕп витине тума палăртнă проект пуласлăхĕ шухăшлаттарать. Администраци пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх - унпа халăх итлевĕнче паллаштарнă, проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлеççĕ. "Вĕсем саккуна, çирĕплетнĕ нормативсене хирĕçлесен строительство пуçлама ирĕк памастпăр", - шантарчĕ Г.Егоров.
Кивĕ çуртсенчен çĕнĕ хваттерсене куçармалли программăна пурнăçланă чухне Кÿкеçри 18 çемье ыйтăвне тивĕçтересси тăсăлса кайнă. Администраци вĕсене райцентртан Ишлейри пурăнмалли çурта куçма сĕннĕ. Анчах лешсем килĕшмен. "Кăçал Кÿкеçре çав программăпа килĕшÿллĕн хваттерсем тăвăпăр, вĕсене 18 çемьене куçарăпăр", - хурав пачĕ пуçлăх.
Районти "Чăваш бройлерĕ" АУО шăпи унта ĕçлекенсемпе вĕсен çемйисене пĕлтĕртенпех канăç памасть. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ыйтăва хуравласа çапла каларĕ: "Çав общество акцийĕсен 49: çеç республика аллинче. Çавăнпа эпир предприятин укçа-тенкĕпе çыхăннă операцийĕсене тÿрремĕнех витĕм кÿрейместпĕр. Эпĕ обществăн тĕп акционерĕ - Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Александр Четвериков - актива предприяти тулашне кăлармĕ-ши тесе кăсăклансах тăратăп. Чăх-чĕп валли апат туянас тĕллевпе панкрута тухасси патне çитнĕ фирмăна чи пысăк сумма - 14 млн тенкĕ - куçарса панă. Фабрика ертÿçисем укçа куçарни саккунпа еплерех килĕшсе тăнине, хальхи вăхăтра вăл кĕмĕл ăçтине уçăмлатма право органĕсене тивĕçлĕ материалсем ярса патăмăр".
"СТЕП" ООО директорĕ Шĕнерпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Столяров газпа усă курнăшăн пысăк парăма кĕни, ăна татассипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе явма тĕл пулманни çинчен тарăхсах пĕлтернĕ. М.Игнатьев райадминистраци пуçлăхĕнчен иккĕшне хире-хирĕç лартма, кирлĕ пулсан чей ĕçтерсе парăмпа çыхăннă ыйтăва татса пама ыйтрĕ.
Тутаркасси ял тăрăхĕнче пурăнакансене Çĕнĕ Тутаркассинчи участок больницин стационарĕнче выртса сипленме 6 койка-вырăн çеç хăварни кулянтарать. Вĕсен ячĕпе ыйту панă пенсионер хушса пама ыйтрĕ. Район больницин тĕп врачĕ Владимир Дубов кĕскен те уçăмлă хуравларĕ: "Районта пурĕ 180 койка-вырăн. Пациентсемшĕн Кÿкеçри е Ишлейри стационарсене çитсе сипленесси йывăрлăх мар".
Николай Матвеева Шанар ялĕнчи çапкаланчăк йытăсемпе кĕрешме план хатĕрлес, Кÿкеçри ача амăшне паркри хăрăк йывăçсене кастарас, вăрманти хытă каяша пуçтарас ыйтусем кăсăклантарчĕç. Вĕсене те çывăх вăхăтра татса парĕç. ЧР Пуçлăхĕ канашлăва пĕтĕмлетсе райадминистраци умĕнчи тĕллевсене кăтартрĕ, çитменлĕхсене пĕтерме ыйтрĕ. Ĕçре çитĕнÿ тăвакансене наградăсем пачĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ
Комментари хушас