- Чăвашла верси
- Русская версия
Çынсем тавралăха вараланăшăн пăшăрханать
Машинăсен йышĕ çулленех ÿсет, хула урамĕсемпе вăшт та вăшт чупаççĕ. Заводсемпе фабрикăсем çăра тĕтĕм кăлараççĕ… Çакă тавралăха сиен кÿнине шкултах вĕрентеççĕ. Хăш-пĕр çын çут çанталăк çине алă сулать: вăрмана, ытти вырăна канма кайсан хăйсем хыççăн çÿп-çап хăвараççĕ, тавралăха илемсĕрлетеççĕ. Таса чунлă çын та нумай. Вĕсем кунашкал нĕрсĕр ÿкерчĕке курсан нимĕн пулман пек иртсе каяймаççĕ. Çавсемех экологи акцийĕсене хастар хутшăнаççĕ, этем çут çанталăка сиен кÿнĕ вырăнсене тасатассишĕн тăрăшаççĕ. Шупашкарти 5-мĕш гимназире 11-мĕш класра ăс пухакан Андрей Ровинюка та тавралăхри тасамарлăх пăшăрхантарать. 18-ти каччă ача чухнех çут çанталăка упрамаллине лайăх ăнланнă. Пĕлтĕр вăл Чăваш Енри икĕ пĕчĕк юхан шыва тĕпчесе проект хатĕрленĕ, ăна Раççей шайĕнче хÿтĕлесе мала тухнă. Малалла вулас...
Комментари хушас