Çынра çитменлĕх шыракан юлташсăр юлать

Çапла калаççĕ Китай çыннисем

Темиçе çул каялла Чăваш Енпе Китай туслă çыхăну йĕркелерĕç. Çав тапхăртанпа унти çамрăксем Шупашкара ĕçлеме тата вĕренме килеççĕ, пирĕн ентешсем Китая каяççĕ. 2016 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Китай чĕлхипе культурин центрĕ уçăлчĕ. Унта çÿрекенсене хĕвел тухăç çĕршывĕнчен килнĕ Ися Ма вĕрентет. Хисеплĕ хăнана редакци тĕпелне чĕнтĕм.

Эсир вырăс чĕлхине аван пĕлетĕр. Ăна сирĕн çĕршывра вĕрентеççĕ-им?
— Китайра вырăс чĕлхи анлă сарăлнă, унпа калаçура акăлчан чĕлхинчен те ытларах усă кураççĕ. Эпĕ те акăлчанла пĕлетĕп, анчах никампа та хутшăнма çуккипе акăлчанла сăмахласси йăлана кĕмен. Аттепе анне те вырăсла пĕлеççĕ, вĕсене шкултах вĕрентнĕ. Пирĕн вăхăтра шкулта кунашкал предмет çукчĕ. Хăш-пĕр провинцире халĕ те шкулта вырăс чĕлхи вĕрентеççĕ. Эпĕ университетра пĕлÿ илнĕ чухне вырăс чĕлхин курсĕсене çÿрерĕм. Магистратура хыççăн студент-сене вырăс чĕлхи вĕрентме тытăнтăм. Вырăс чĕлхи — çăмăл та хитре чĕлхе. Ăна вĕренме питĕ ансат.
Китай чĕлхипе культурин центрне камсем çÿреççĕ?
— Тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем: çамрăксем, шкул ачисем, тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсем… Вĕсен йышĕнче учительсем, журналистсем, предпринимательсем пур. Аслă çултисем те килеççĕ. Китай культурипе кăсăкланакансем, пирĕн чĕлхене вĕренес текенсем çÿреççĕ. Пĕтĕмпе виçĕ курсра 68 çын пĕлÿ илет. Çырма, вулама, калаçма, юрлама вĕрентетĕп. Студентсем Китай ташшисене те ăша хываççĕ. Тĕрлĕ ăмăрту ирттеретĕп. Калăпăр, калиграфи енĕпе, хăвăрт вулас тĕлĕшпе, сăвăсен конкурсĕ тата ытти те. Юрă-ташă уявĕсемпе концертсем йĕркелетпĕр. Университетра Китай культу-рин кунĕсем, тĕлпулусем, ăсталăх сехечĕсем, олимпиадăсем иртеççĕ. Вĕсенче Китай тĕррине алла илеççĕ, наци апат-çимĕçне пĕçереççĕ. Дегустацисем ирттересси йăлана кĕчĕ. Шупашкарти шкулсемпе садиксенче пулатпăр, хамăр пултарулăхпа паллаштаратпăр. Китай хĕрĕсем педагогика университетне вĕренме килеççĕ. Кăçал тăххăрăн çитрĕç. Кăнтăрла филологи факультетĕнче вĕренеççĕ, занятисем хыççăн мана пулăшаççĕ. Чăваш Енри студентсем Гуйчжоури университетра практика тухаççĕ. Тĕрлĕ конкурса хутшăнатпăр. Нумаях пулмасть вĕренекенсемпе Хусанта пулнăччĕ. Юрăçсен тупăшăвĕнчен хĕрсем парнесемпе таврăнчĕç.
Эсир Чăваш Енре виççĕмĕш çул пурăнатăр. Пирĕн патри пурнăçа, çанталăка хăнăхса çитрĕр-и?
— Малтанхи çул çăмăлах марччĕ. Никама та палламастăм, юлташсем çукчĕ. Уйрăмах сивĕ çанталăка хăнăхма йывăр пулчĕ. Пирĕн патра хĕлле 1-2 градус сивĕ пулать, юр çукалать, ăшă пулнипе вăл часах ирĕлет. Кунта çуртсенче ăшă. Китайра пÿртсене ăшăтмаççĕ, çавăнпа унта хĕлле кунтинчен сивĕрех. Сирĕн патра темиçе уйăх юр выртать. Тепĕр тесен, пăхатăп та — юр çусан тавралăх епле илемлĕ! Шартлама сивĕ кунсенче асамлăх хуçаланать урамра. Заливра уçăлса çÿреме кăмăллатăп. Кунтах йĕлтĕрпе ярăнма вĕрентĕм. Пирĕн патра та çурçĕр енче пурăнакансем хĕлле йĕлтĕр сыраççĕ. Шупашкарта çуллахи кунсенче уйрăмах питĕ хитре. Культура учрежденийĕ нумай хулара. Тĕрĕ, сăра, наци музейĕсенче пулса куртăмăр. Бичурин музейĕпе те паллашнăччĕ. Шупашкарти чиркÿсенче пултăм. Турăшсем чуна тыткăнларĕç. Вĕсенче темĕнле илĕртÿлĕх пурах. Çĕнтерÿ парадĕнче çар техникипе çар çыннисене курса савăннăччĕ. Кунашкалли çук пирĕн патра.
Шупашкара пĕрремĕш хут килсен сире мĕн тĕлĕнтерчĕ?
— Китайра хулари урамсенче питĕ нумай çын çÿрет, кунта унти пекех мар. Çапах уявсенче урам халăхпа тулать. «Ытти чухне çак çынсем ăçта çÿреççĕ-ши вара?» — ыйтатăп пĕлĕшсенчен тĕлĕннипе. Китай çыннисем калаçма юратнине пурте пĕлеççĕ. Кунта транспортра та, чарăнусенче те çынсем шăпăрт тăнине халĕ те хăнăхаймастăп. Транспортпа пынă чухне эпир пурнăç, ача-пăча тата ытти çинчен калаçатпăр, пĕр-пĕр фильма е пулăма сÿтсе яватпăр. «Кунта пурăнакансен калаçмалли нимĕн те çук-ши?» — шухăшлатăп троллейбуса кĕрсенех. Хăйсене питĕ сăпайлă тытаççĕ. Автобусра çынсене хам калаçтарма тăрăшатăп. Шăппăн ларса пыма хăнăхман эпĕ. Çынсемпе калаçас килет. Китайра çывăх çынсем тĕл пулсан пĕр-пĕрне ыталаççĕ, чуптăваççĕ, кулаççĕ, хăш чухне савăннипе кăшкăрашаççĕ те. Чăваш Енре кунашкал хăтлансан ыттисем ман пирки ухмаха ернĕ пулĕ ку тесе шухăшлаççĕ ахăртнех. Шупашкарти çуртсем, пирĕн енчисемпе танлаштарсан, самай пĕчĕк. Тĕрĕссипе, ку мана ытларах килĕшет. Эпĕ, провинцире ÿснĕскер, çÿллĕ çуртра пурăнма кăмăлламастăп. Ялти пурнăçа юрататăп. Троллейбус-автобуспа çÿреме вĕрентĕм, лавккасемпе суту-илÿ центрĕсем ăçта вырнаçнине те пĕлетĕп. Хам валли тум вĕсенче туянатăп.
Апат-çимĕç тĕлĕшпе еплерех?
— Эпĕ пахча çимĕç, улма-çырла ытларах юрататăп. Лавккара кабачок, кавăн, баклажан, купăста туянатăп. Кунта çимĕçсем йÿнех мар. Ĕне, сысна, чăх ашĕсен хакĕ тĕлĕшпе Китайра та, кунта та пĕр пекрех. Шел те, Шупашкарта эпĕ юратнă çимĕçсене сутмаççĕ. Хусанта вара пур. Унтан соус та илсе килнĕччĕ. Китайра соуссен йышĕ самай пысăк. Кăçал пăрçа тата соус пĕрле илтĕм. Шел те, Чăваш Енре Китай апатне пĕçерекен кафе çук. «Кĕрĕк айĕнчи сельдь пулă» текен салата малтан тиркерĕм, паян вăл манăн юратнă апат пулса тăчĕ. Хĕрсем плов пĕçерме вĕрентрĕç. Тăпăрча пĕрремĕш хут тутанса пăхсан çав тери йÿçĕ пек туйăннăччĕ, халь чи тутлине ăçта сутнине те пĕлетĕп. Китайра кашни кĕтесрех ĕçмелли- çимелли, ытти ăпăр-тапăр сутаççĕ. Вĕсем каçхине те ĕçлеççĕ. Çавăнпа урамра сĕм çĕрлечченех уçăлса çÿреме пулать. Мĕн-тĕр пулас тăк — полици те çумрах. Шупашкарта йĕрке хуралçисене сайра хутра кăна куратăп.
Чăваш Енре чухне çуралнă тăрăхшăн тунсăхлатăр-и?
— Тăвансенчен, çывăх çынсенчен — упăшкапа ывăлăмран уйрăлма питĕ йывăр пулчĕ. Юрать, интернет пур. Кашни кун çыхăну тытатпăр. Мăшăрăм та Шупашкара килсе курасшăн, анчах ниепле те ерçеймест. Кăçал 5-ри тĕпренчĕкĕме Чăваш Ене илсе килтĕм. Вăл хулари пĕр ача садне çÿрет. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. «Контактри» сăн ÿкерчĕксем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.