Çынна хĕрхенни професси суйлама пулăшнă
Епле пулсан та сывлăхран пĕлтерĕшлĕрех мул çук. Çирĕп сывлăх - чи хаклă пурлăх. Анчах та нумай чухне упрама пĕлместпĕр çак пуянлăха. Нумай сăлтава пула тата чылай чухне хамăрах пĕтеретпĕр ăна.
Хускану тата тепĕр хут хускану...
- Куславккара пурăнаттăмăр... - аса илет республикăри онкологи диспансерĕн уйрăм заведующийĕ Николай Токарев. - Тем çÿллĕш сăртсем пур унта. Вăрмана-мĕне çул вĕсем урлă выртатчĕ. Пирĕнпе, шăкăр-макăрпа, пĕрле кукамай та пыратчĕ. Çав сăртсем çине çăмăллăнах пирĕнпе танах хăпаратчĕ... Хашкамастчĕ те... Паянхи ăру урăхларах. Çамрăксен сывлăхĕ хавшани çинчен калаçатпăр. Сăнăр-ха, мĕн чухлĕ хусканаççĕ вĕсем? Утаççĕ-и, чупаççĕ-и? Компьютер умĕнче ларнипе инçе каяймăн. Хускану сывлăха çирпĕлетме пулăшни - пушă сăмах мар. Чире çапах та асăрхаттарма тăрăшмалла. Апат-çимĕç çинчен сăмах хускатмасăр та иртеймĕн. Хулара ялти пек килти çимĕçпе кăна сăйланаймастпăр, паллах, çапах та пахча çимĕçпе улма-çырла сĕтел çинче яланах пулмалла. Фастфуд çинчен вара мансан аванрах. Хамăр сывлăх - хамăр алăра. Çакна манмалла мар.
Сывлăха хусканупа ахальтен çыхăнтармасть тухтăр - сывă пурнăç йĕркине вăл хăй те мĕн ачаран хăнăхнă, халĕ те тытса пырать. Николай Токарев Канаш хулинчи Канаш урамĕнче çуралнă. Амăшĕ Надежда Сергеевна химик инженер пулнă. Ĕçне пулах хĕрарăма малтан Канашран Вăрнара, унтан Куславккана куçарнă. Çапла арçын ача Канашра çуралса шкула Вăрнарта кайнă, Куславккара вĕренсе тухнă. Мĕн пĕчĕкрен йăрă ÿснĕскер спортпа туслашнă. Вĕренÿре малтисен ретĕнче пынă, уйрăмах математикăпа хими предмечĕсене килĕштернĕ. Ку енĕпе тĕрлĕ шайри олимпиадăсене хутшăнса тăтăшах çĕнтерÿпе таврăннă. Çавăнпах ашшĕ-амăшĕ вăл математика е хими учителĕ пуласса кĕтнĕ. Анчах та каччă пачах урăх çул суйланă.
Тăванĕ Ефросиния Паращенко Канашри хула больницин тухтăрĕ пулнă, арçын ачана тăтăшах хăй патне ĕçе илсе çÿренĕ. Ефросиния Андреевна йывăр чирлисене сыватса ура çине тăратнине сăнанă арçын ачан чунĕнче асапланакан çынна шеллес, ăна пулăшас туйăм вăраннă. Çапла шкултан вĕренсе тухнă çĕре тухтăр пулас ĕмĕт çирĕпленсе çитнĕ. Каччă экзаменсем ăнăçлă тытса пысăк конкурс витĕр тухнă, Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ пулса тăнă. Ăслăлăхри пĕрремĕш ĕçне онкологипе çыхăнтарнă. Вăлах пулас тухтăрăн специализацине уçăмлатнă. 1976 çулта алла диплом илсен Николай Токарев республикăри онкологи диспансерĕнче ĕçлеме пуçлать.
Тепĕр çул унта онкоторакальнăй /кăкăр кăшкарĕпе çыхăннă/ уйрăм уçăлать. Çамрăк хирург унта ĕçлеме тытăнать. Çакна палăртма кăмăллă - Николай Иванович вĕçĕмсĕр шыравра, яланах çĕннине пĕлме ăнтăлать. Çамрăк чухне те çаплах пулнă. Ятарлă пĕлÿ илес тĕллевпе вăл 1978 çулта Минскри онкологи ăслăлăх-тĕпчев институтĕнче онкоторакальнăй хирурги енĕпе малалла вĕренет. Ĕç вырăнне таврăнсан тĕрĕс диагноз лартас енĕпе çав вăхăтри çĕнĕ йышши тĕпчев меслечĕсемпе усă курать. Каярахпа пĕлĕвне татах та тарăнлатать - 1979 çулта çак енĕпех Мускаври П.А.Герцен ячĕллĕ ăслăлăх-тĕпчев инситутне ординатурăна вĕренме кĕрет. Вĕрентекенĕсене - Раççей медицина ăслăлăхсен академийĕн член-корреспондентне Б.Петерсона тата А.Трахтенберг профессора - Николай Иванович паян та ырăпа кăна аса илет.
1981 çулта хăй ĕçленĕ вырăнах таврăнать вăл. Ятарлă пĕлÿ илнĕ, маларах хăйне ĕçре тĕрĕсленĕскерне онкоторакальнăй уйрăм пуçлăхне лартаççĕ. Çак тивĕçе Николай Токарев халĕ те тÿрĕ кăмăлпа, пысăк яваплăхпа пурнăçласа пырать.
Пĕрремĕш...
Пĕрремĕш пациента е операцие пур тухтăр та астăвать ахăртнех. Николай Иванович та ăна манма пултараймасть.
- Кĕрхи кун Шупашкар район больницинчен онкодиспансера 70 çулсенчи арçынна илсе килчĕç. Ÿпкинчен питĕ вăйлă юн каять. Хăй те вăйсăрланнă, калаçаймасть те. Сылтăм ÿпкине усал шыçă ярса илнĕ-мĕн. Аркансах пырать тата. Юна ниепле те юхма чараймастпăр. Васкавлăн оперци тума шухăшларăмăр. Кăкăра касса уçсан усал шыçă ăш çурхахне те, аяк шăммисене те ярса илни курăнчĕ. Ку вырăнсене йăлтах касса илес пулать. Операци йĕркеллех иртрĕ. Арçынна реанимаци уйрăмне куçартăмăр. Пурте кăмăллă - тухтăрсем те, чирлин тăванĕсем те. Лару-тăру улшăнманнине кура киле пуçтарăнтăмăр. Кĕтмен çĕртен тухтăрсен пÿлĕмне медсестра вирхĕнсе кĕрет: "Пациент вилет, пĕр чарăнми юн каять!" Ывăнни таçта кайса кĕрет. Пурте реанимаци пÿлĕмне чупатпăр. Çĕлесе хунисене васкаса сÿтетĕп. Кăкăр кăшкарне 1,5 литр пек юн пухăннă. Ăна пуçтарса илетĕп те чирлине каялла ямашкăн анестезиологсене паратăп. Çав вăхăтрах ÿпке артерийĕн тĕвви саланса кайнине асăрхатăп. Тĕвĕрен çÿлерех хĕстерсе хуратăп. Тинех юн кайма чарăнать. Юн тата ытти шĕ-век яма пăрахмастпăр-ха. Юн тымарне хĕс-терсе хунинчен çÿлерех майĕпен çыхса хуратăп. Йĕркеллех пек. Маларах хĕстернине илетĕп кăна, унпа пĕрле халĕ кăна çыхса хуни те шуса анать. Татах юн сирпĕнет кăна. Кĕтмен çĕртен... чĕре тапма пăрахать! Ĕнтĕ эпĕ те пăлханма пуçлатăп. Чĕрене тÿрĕ массаж тăватăп. Ĕçтешĕмсем юн ярсах тăраççĕ. Пĕр минут иртет, иккĕ, виççĕмĕш кайрĕ. Çук, тапмасть чĕре... Ĕнтĕ пăлханнине пытараймастăп. Сивĕ тарпа витĕнтĕм. Кĕпе йĕп-йĕпе, хăть пăрса типĕт. Пăлханмашкăн сăлтавĕ пур: пилĕк минут иртсен чĕрене хускатса ярсан та çак çыннăн пуç мими вилĕ пулĕ. Вăл нимĕн те ас тумĕ. Чĕрĕ виле... Мĕн чухлĕ пурăнĕ вăл çавăн пек? Пĕр уйăх-и? Çулталăк-и? Шухăш чупать, чупать... Юлашки çеккунтсем... Çак самантра чĕре ĕçлесе каймасан - пĕтĕмпех пĕтрĕ! Массаж тата вăйлăрах тăватăп та... чĕре кăлт! тапса илнине асăрхатăп. "Дефбриллятор!!! - кăшкăратăп. - Заряд! Татах заряд!" Чĕре кахаллăн кăна ĕçлеме пуçларĕ. Унтан пĕтĕм вăйран тапма тытăнчĕ. Ур-ра! Вилĕме çĕнтертĕмĕр! Ĕçтешĕмсен пичĕсене сăнатăп - майĕпен сăн кĕме пуçларĕ пурне те. Малалла йăлтах майлашăнчĕ. Юн пусăмĕ йĕркене кĕчĕ. Чирли наркозран тухрĕ, юн калăпăшĕ йĕркеллĕ. 1-2 кунран арçынна реанимацирен куçартăмăр. 2 эрнерен вăл больницăран та тухрĕ. Каярахпа кун пек мар кăткăс операцисем ирттерме тивнĕ, паллах, анчах та пĕрремĕшĕ асăмран нихăçан та тухас çук".
Кашни пурнăç - пĕр шăпа
Çапла, хирург ĕçĕ çăмăл мар. Çакна Николай Ивановичăн ирех кĕмĕлленнĕ çÿçĕ те çирĕплетет. Пăлханнине ирттерме, паллах, спорт пулăшать. Тата - çывăх çыннисем: хаклă мăшăрĕ Зоя Никодимовна /вăл та тухтăр/ тата ывăлĕ Алексей - юрист.
Ĕçтешĕсем ăнланни, коллектив пĕр шухăшлă пулни те йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать. Вĕренекенĕсем А.Добрянский тата В.Полянский юнашарах. Туслă коллектив çăлса хăварнă кашни пурнăçшăн савăнать.
Паллах, алла скальпель тытса вилĕмпе кĕрешнĕ чух никам та награда пирки шухăшламасть. Çапах та ĕçшĕн тивĕçлĕ хакланишĕн савăнмалла çеç. Николай Токарев пултарулăхĕшĕн тата тăрăшулăхĕшĕн "Ĕçри хастарлăхшăн" медале, "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Татах та пулĕç-ха вĕсем, наградăсем, хисеплĕ ятсем. Тухтăршăн чи пĕлтерĕшли вара - чирлĕ çын ура çине тăни.
- Çапах та чирпе кĕрешнинчен ăна асăрхаттарма çăмăлрах, - маларах пуçланă сăмах патнех таврăнать Николай Иванович. - Тухтăр патне вăхăтра пыни те пĕлтерĕшлĕ. Нумаях пулмасть кăна акă пĕр арçынна илсе килчĕç пирĕн пата. Сывлăхне тĕрĕсленĕ хыççăн диагноза çирĕплетрĕмĕр, операци тумаллине каларăмăр. Арçын ним тусан та кастарма килĕшмерĕ, хăйĕн нимĕн те ыратманнине палăртрĕ. Вăхăт иртрĕ. Кĕçех çак арçын каллех пирĕн пата çаврăнса çитрĕ. Шалта йăлт ыратать-мĕн, ниçта кайса кĕмелли çук. Сывлăхне тепĕр хут тĕрĕсленĕ хыççăн малтан пĕчĕк кăна пулнă шыçă тем пысăкăш ÿссе кайни палăрчĕ...
Юлашки вăхăтра хĕрарăмсен хушшинче те ÿпке усал шыççи сарăлса пынине палăртать тухтăр. Нумай пулмасть кăна-ха 8-9 арçын пуçне 1 хĕрарăм тĕлĕшпе çакăн евĕр диагноз палăртнă, халĕ çак шайлашу пачах урăхла. Хĕр-хĕрарăм юлашки çулсенче арçынсене пур енĕпе те хăваласа çитесшĕн курăнать - эрех-сăрапа виçесĕр айкашни те, алăран пирус ямасăр мăкăрлантарни те ырăпа вĕçленмессине манас марччĕ.
Рита АРТИ.
Комментари хушас