Çÿлелле кармашнă чечексем

Хальхи вăхăтра чечек юратакансем яланхи пÿрт умĕнчи чечек клумбисемпе çеç çырлахмаççĕ, кил-çурта илемлетмелли тĕрлĕ меслетсене алла илеççĕ. Вĕсенчен пĕри — вертикальлĕ клумбăсем. Çак меслетпе тĕп хуламăра тахçантанпах илемлетеççĕ. Килте те усă курма меллĕ темиçе тĕслĕхпе паллаштарăпăр.

Вертикальлĕ клумбăсем çĕр çинче юпа пек çĕкленисем, стена çумне çирĕплетнисем, çÿлтен çакса янисем пулаççĕ.

Стена çумĕпе е стена çумне çирĕплетекеннисем пĕр-пĕр ăнăçсăртарах курăнакан хуралтăна хупласа илемлетме меллĕ.

Çакăнса тăракан «пахчасенче» чечек çеç мар, тĕрлĕ ешĕл çимĕç çитĕнтерекенсем те пур. Симĕс сухан, кинза, укроп-петрушка стена çумĕнчех ÿсĕç. Чи кирли — савăта тытса тăракан юпа е кашта çирĕп пулмалла.

Кашнин килĕнчех тĕрлĕ пылак шыв пулнă пушă пластик савăтсем пур. Вĕсем вертикальлĕ клумба ăсталама меллĕ. Тĕпне, çиелти пайне касмалла, пĕр-пĕрин çине тăхăнтартса пырса самаях çÿллĕ юпа е авăнчăк «асамат кĕперĕ» ăсталама пулать. Пластик савăтсене касса çирĕп авăк арматура çине тăхăнтартса пымалла, ăшне шăвармашкăн шăтăклă пăрăх хумалла, вĕçĕ çÿлте юлмалла. Савăтсене тăпра тултарса пымалла, чечек лартма аякĕсенче шăтăксем тумалла.

Стена çумне çакса хунă чечек калчиллĕ пластик савăтсем те çĕртме уйăхĕнче чечеклĕ ешĕл чаршава çаврăнĕç.

Пысăк диаметрлă шлангран илемлĕ чечек клумби хатĕрлеме пулать. Ăна çурмалла, шăвармашкăн ăшне шăтăклă çинçе пăрăх хумалла, шланг пĕрĕнесрен шакмак таткисем хĕстерсе тухмалла, ăна хăвăр суйланă çирĕп япала çумне /йывăç вулли, карта/ çирĕплетсе хумалла. Пăрăха тăпра тултармалла та чечек калчи лартмалла.

Вертикальлĕ клумбăсем валли ятарлă чечексем кирлĕ. Вĕсен тымарĕ ансат пулмалла. Тăпрана тарăн каякан тымарлисем çакнашкал вазăсем валли мар. Лутра, явăнса ÿсекен, сахал тăпрапа çырлахакан чечексем аван. Петуни, фиалка, бегони, кăвакарчăк куçĕ /незабудка/, шăнкăрав курăкĕ, губастик, клематис, плющ, явăнса ÿсекен роза улăхтарса çирĕплетнĕ, ансат ăсталанă савăтсенче ÿстерме меллĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.