Çутăсăр юлнă ялсен шăпипе республика Пуçлăхĕ Мускавра та кăсăкланнă

8 Авăн, 2017

Паян ирпе, çурçĕр иртсен, Шупашкарти гидроэлектростанцире ваннине пула Улатăр, Пăрачкав, Канаш, Шăмăршă, Патăрьел тата Комсомольски районĕсенчи 224 ял çутăсăр юлнă. Çутта çавăн пекех Тутарстанри 7 районта сÿнтернĕ.

Инкеклĕ лару-тăрăва вăраха яман, çурçĕр иртни 1 сехет те 52 минутра çутă парассине йĕркелесе янă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Мускавра ĕçлĕ командировкăра пулин те ку ыйтăва яваплисемпе телефонпа сÿтсе явнă. Республика ертÿçин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Михаил Васильевич хушнипе ятарлă штаб васкавлă ларăва пуçтарăннă. Çутă енпе халĕ нимĕнле йывăрлăх та çук, гидроэлектростанци йĕркеллех ĕçлет.

 

Комментари хушас