Çутă ĕмĕт çунат хушать

28 Утă, 2017

«Ырă шанăçпа пурăнакан час ватăлмасть», — теççĕ. Мана çак сăмахсем Вăрмар районĕнчи «Шигали» ЯХПК тилхепине шанчăклă тытакан Владимир Иваншкин пирки каланăнах туйăнчĕç. Сăнпа çамрăк курăннăран çулсене чылай катрăм пулас та, ман çине тĕлĕнсе пăхрĕ. «Ан шÿтлĕр-ха, эпĕ кукаçи пулнă ĕнтĕ», — терĕ сăпайлăн.

 Ял хуçалăх производствине тÿрех пырса кĕмен-ха вăл. 1988 çулхи хура кĕркунне Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслă пурнăçласа таврăнсан Шăхаль каччине хуçалăх Кÿкеçе водителе вĕренме янă. Профессие алла илсен Володьăн ĕç биографийĕ çырăнма тытăннă. Тăван колхозра — çулталăк çурă, ЧР Вăрман хуçалăх министерствинче 8 çул тăрăшнă. Ĕçленĕ хушăрах Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумне вĕренсе пĕтернĕ. Лесничи специальноçĕ ăна тавралăха ытларах юратма пулăшнă. Ăнланнă В.Иваншкин: анне пекех çывăх тăрăхран хакли çуках-тăр. Пурнăçа ачалăхра илемлĕ сăнлăхпа асра юлнă тăван кĕтеспе çыхăнтарма шухăшланă. 2007 çулта хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ.

— Лаптăка 25-рен 178 гектара çитертĕм. Харпăрлăха куçарни те, тара илни те пур. 35 гектар çинчи кĕрхи тулă хĕл аван каçрĕ, — терĕ Владимир Яковлевич. — Çуркунне урпа — 50, тулă 40 гектар акнă, çĕр улми — 5, купăста çур гектар лартнă. Мана мăшăр, хĕрпе кĕрÿ пулăшаççĕ.

— Ял çыннисем тата? Тухаççĕ-и «иккĕмĕш çăкăра» пуçтарма?

— Паллах. Пирĕн енчи халăх ÿркенмест. Хамăра çеç шансан ун чухлĕ лартас çук ĕнтĕ. Вырăнта сăнаса пăхрăмăр та пире Гала, Невский сортсем кăмăла кайрĕç. Анчахрах Комсомольски районĕнчи «Çĕр улмине мухтав» хуçалăхра уй кунĕнче пулса куртăм. Вĕсенчен вăрлăх туянасшăн. Пире 1-мĕш репродукцилли тивĕçтерет. Ăна кашни 3 çулта çĕнететпĕр.

Хресчен-фермер хуçалăхĕнче самаях опыт пухнă В.Иваншкина кăçалхи пуш уйăхĕнче ял халăхĕ «Шигали» ЯХПКна ертсе пыма суйланă.

— Унчченхи председатель сывлăхне пула ĕçрен кайрĕ те — çынсем питĕ ыйтнипе килĕшме лекрĕ, — терĕ Владимир Яковлевич. — КФХшăн ытларах çемье тăрăшать, эпĕ механизатор пулнă май техника енчен пулăшатăп. Кооперативра 23 çын. Вĕсене лайăх пĕлнĕрен пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланатпăр. Малтанах йывăр килчĕ. Çураки ирттерме топливо хатĕрлемен. Пĕлтĕртен юлнă налука пула субсиди илеймерĕмĕр.

— Акана пĕрремĕш çул çеç хутшăнчĕ пулин те хресчен ĕçне лайăх пĕлнĕрен ăна пысăк пахалăхпа ирттерчĕ, — калаçăва хутшăнчĕ район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Валерий Черкасов. — Çĕрпе тухăçлă усă курнăшăн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕр пин гектартан пысăкрах лаптăкра акнисен номинацийĕнче иккĕмĕш степеньлĕ диплома илме тивĕçрĕ.

— Лайăх техникăсăр мала тухаймăпăр, — паллаштарчĕ вăрттăн ĕмĕчĕпе çĕнĕ председатель. — Пуррисем кивелсе пыраççĕ. Пире тырă акакан сеялка, культиватор питĕ кирлĕ. Хакĕ кĕркунне йÿнĕрех. Çанталăк мĕн кăтартĕ, тыр- пула епле пухса кĕртĕпĕр — вăхăт çитсен йăлтах паллă пулĕ. Тытман упан тирне сÿме хушман теççĕ вĕт. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.