Çут çанталăк вылять-ши е хамăрта сăлтав?

17 Чÿк, 2016

Акнă чухне пахчаçăн шултра та сĕтеклĕ, тутлă кишĕр пуçтарса илес килет паллах. Юплĕ, авăнчăк, осьминога е циркуле, е тата ыттине аса илтерекен пахчаçимĕçе ача-пăча тыткаласа пăхма, кăсăкланма юратать-ха. Анчах авăнчăк, кукăр-макăр çимĕçе апатра усă курмашкăн тасатма кансĕр, упрамашкăн та йывăртарах.

Кукăр-макăр кишĕр кăларса пуçтарнă пахчаçă, тен, вăрлăх япăххипе çыхăнтарма пултарать пахалăхсăр çимĕç илнине. Анчах чылай чухне кишĕр пахалăхлă пуласси вăрлăхран мар, тăпраран, мĕнле пăхнинчен килет.

Кишĕр çитĕнтерме палăртнă лаптăкра тăпра мĕнлерех? Енчен те унти тăпра тăмлă, йывăр, хытă чуллă пулсан кишĕр вăрăм та тÿрĕ çитĕнеймест. Кун пек лаптăкри тăпрана хăйăр хушса кăпкалатмалла. Йăрана çуркунне валли хĕле кĕричченех хатĕрлемелле. Кишĕре лайăх пусăрăннă тăпрана акмалла, мĕншĕн тесен ытлашши кăпка çĕре аксан пĕчĕкçĕ кишĕр, шăтма тин çеç пуçланăскер, çĕр пусăрăннăçемĕн аманать. Кишĕр вара йÿпленсе çитĕнет.

Кишĕр йÿпленнин тепĕр сăлтавĕ — акас умĕн йăрана лайăх çĕрмен, пулса çитмен тислĕк хушни. Тислĕке кишĕр умĕнхи культура валли хывнă пулсан çителĕклĕ. Хăяр, помидор, ыхра, сухан, купăста, çĕрулми хыççăн акма юрать ăна. Петрушка, сельдерей, салат хыççăн кишĕр акмалла мар.

Йÿпленчĕк сăлтавĕ çамрăк çимĕçĕн тымарĕ аманни терĕмĕр. Мĕне пула тымар çимĕç пĕчĕклех аманма пултарнине пăхса тухăпăр.

  •  Вăрлăха акиччен хут е пусма татки çинче шăтарнă. Вăрăмрах шăтса кайнăскерсен тымарĕсем акнă чухнех аманнă.
  •  Акнă хыççăн шăтса тин çеç тухнă кишĕре нÿрĕк çитмен. Тымар çимĕçĕн вĕçĕ кун пек чухне типет. Кишĕр кайран нÿрĕк çиелĕклĕ пулсан та йÿпленсе ÿсет.
  •  Йăрана кăпкалатнă, сайратнă чухне те çамрăк тымар аманма пултарать.
  •  Лартас умĕн йăрана кĕл е доломит çăнăхĕ, извеç нумай сапнă пулсан çимĕç кукăрăлать.
  •  Ытлашши кальци, хлорлă кали кишĕре аван мар витĕм кÿреççĕ, ÿсме чăрмантараççĕ.

Тепĕр чухне тымар çимĕç кăларнă чухне çурăлса каять. Мĕншĕн? Хуравĕ ансат — тымар çимĕçе çумăр хыççăн, нÿрĕкле, кăларма тухнă. Кишĕр шÿнипе çурăлса каять. Çумăр хыççăн пĕр-икĕ кун тăхтăр. Кишĕр нÿрĕклĕхĕ сĕткене вырнаçса тамалтăр. Çурăлнă кишĕр управ валли юрăхсăр.

Йăранта ларнă чухнех çурăлнин сăлтавĕ çакăн пек. Çĕртме-утă уйăхĕсенче çанталăк шăрăх чухне кишĕр нÿрĕклĕхĕ сахалланать. Йăрана шăрăх хыççăн вăйлă шăварсан е çумăр пулсан тымар çимĕç хăвăрт ÿсме пуçлать, вăл çурăла-çурăла каять. Астăвăр, кирек мĕнле тымар çимĕçе те малтанхи уйăхсенче шăварсах тăмалла. Çурла уйăхĕнче вуçех шăвармасан та кишĕр аптрамасть. Кашни кунах çиелти сийе çеç йĕпетни те тĕрĕс мар. Эрнере икĕ хутчен йăран 20 см тарăнăш йĕпенмелĕх шăвармалла.

Минераллă удобренипе пахчаçимĕçе тĕрĕс апатлантармалла. Кали удобренийĕ кишĕре — сĕтеклĕ, фосфор — пылакрах тума пулăшать. Анчах удобрени ытлашши пулни те аван мар — çимĕçĕсем йÿçенкĕ пулма пултарĕç.

Мĕншĕн кишĕр йÿçĕ пулать-ха?

 Сăлтавĕ каллех тăпра пахалăхĕпе çыхăннă. Хытă тăпрана кишĕр лайăх анаймасть, кишĕр кучĕ çĕртен тухсарах тăнипе симĕсленет, йÿçĕ тутă калать. Кишĕр речĕсене çулла тăпрапа купаламалла.

 Кишĕре çуллахи вăхăтра нÿрĕк çитмен.

 Тымар çимĕç тăпрара пулса çитнĕ хыççăн та нумай ларнă.

 Кишĕр шăни тапăннипе те тымар çимĕç йÿçекленет, хурт шăтарнă кишĕр тутлă мар.

 Тăпра пулăхлă мар, йÿçеклĕхĕ пысăк. Маларах асăннăччĕ — йÿçек, йывăр тăпрара кишĕр йÿпленет те.

Пулса çитнĕ кишĕре вăхăтра кăлармалла. Хăçан усă курма çитĕнтернине кура ăна акас вăхăт тĕрлĕрен. Хĕллехи управ валли ÿстерекен кишĕре ака уйăхĕнче акма юрамасть.

Çулла кăларса çимешкĕн ир пулса çитекен сорта суйламалла. Ăна ака уйăхĕн вĕçĕнче, çу уйăхĕн пуçламăшĕнче акмалла.

Вăтам вăхăтра пулса çитĕнекеннине çу уйăхĕн 5-мĕшĕнчен акма юрать. Вĕсем авăн уйăхĕ тĕлне пулса çитеççĕ.

Хĕл валли управа хумашкăн кĕркунне чи кайран пулса çитекен сортсене суйламалла. Çĕртме уйăхĕн 10-15-мĕшĕсенче акмалла. Йăрана çителĕклĕ шăварса тăмалла.

Тăпрана тĕрĕс хатĕрлесессĕн, юрăхлă вăрлăх пулсассăн, пахчаçимĕçе юратса пăхсассăн тутлă та усăллă, пахалăхлă çимĕç çитĕнетех.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.