Çурçĕр полюсĕ кăмăл-туйăма çирĕплетет

Çапла каланă хăй вăхăтĕнче паллă çул çÿревçĕсем Матвей Шпаропа Борис Смолин. Унта пĕрре мар пулса курнă паттăрсем ертсе пынипе кăçалхи ака уйăхĕнче 16-18 çулсенчи çичĕ çамрăк Çурçĕр полюсне тепĕр хут çитсе килнĕ.

РФ Спорт министерствипе «Приключение» клуб пуçарнă экспедици 2008 çултанпа иртет. Çĕр-шыври чи хăюллă та паттăр яшсемпе хĕрсем Çурçĕр полюсне кăçал 7-мĕш хут парăнтарнă. Ача-пăча прависене хÿтĕлекен РФ Президенчĕ çумĕнчи уполномоченнăй Павел Астахов сĕннипе экспедици йышне тăлăхсемпе ача çурчĕсен воспитанникĕсем тата коррекци шкулĕн вĕренекенĕсем кĕнĕ. Палăртмалла: вăл хăй те вĕсемпе пĕрле Çурçĕр полюсне çитсе килнĕ. Çамрăк полярниксем çул çÿреве Арктикăри «Барнео» станцирен пуçланă. 8 кунра вĕсем пур йывăрлăха çĕнтерсе /çил-тăманлă çанталăкра хысаксемпе тусем тăрăх, шыв-шур урлă каçма тивнĕ полярниксен/ 180 километра парăнтарнă.

Экспедицие пирĕн ентешсем те пĕрре мар хутшăннă. Ку енĕпе Çĕнĕ Шупашкарти «Кредо» туризм клубĕнче ăсталăха туптакансем палăрнă: Степан Шеверталов /Çурçĕр полюсне пĕрремĕш çитнисенчен пĕри/, Сергей Ломов /2009 çулта иртнĕ экспедици членĕ/, Анна Карпова /2010/, Сергей Кузнецов /2011/, Евгений Мартьянов /2012/. Кăçалхи экспедицие Çĕнĕ Шупашкар каччи, халĕ Мускавра ĕçлесе пурăнакан Владимир Родионов кайнă.

Ĕнер республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Кредо» туризм клубĕн хастарĕсемпе тĕл пулчĕ. «Çурçĕр полюсне чăтăмлисемпе вăйлисем кăна кайма пултараççĕ. Эсир - çавсен йышшинчен. Кашни çамрăкăн сирĕнтен тĕслĕх илмелле, сирĕн пек пулма тăрăшмалла. Тĕрĕссипе, туризм клубне çÿрекенĕн ÿт-пĕвĕ те, шухăш-кăмăлĕ те çирĕпленет. Спорт туризмне аталантармашкăн малашне те хастаррăн ĕçлессе шанатăп», - терĕ Михаил Васильевич.

«Кредо» туризм клубĕн кун-çулĕпе унăн ертÿçи Андрей Ширшов паллаштарчĕ. 1986 çулта Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн А.Андриянов ячĕллĕ центрĕ çумĕнче йĕркеленнĕ клуб спорт туризмне аталантарас тата вĕренÿ-тĕпчев экспедицийĕсем ирттерес енĕпе ĕçлет. Хальхи вăхăтра унта 70 ытла çын ăсталăха туптать. «Пирĕн спортсменсем Чăваш Ен чемпионачĕсемпе кубокĕсенче, тĕрлĕ ăмăртура яланах малтисен ретĕнче. Спорт мастерĕсем Сергей Кузнецовпа Андрей Львов çĕр-шыв турнирĕсенче лайăх кăтартусемпе палăраççĕ. Клуб команди 10 çул хушшинче 30 ытла поход йĕркеленĕ. Кавказ, Алтай, Урал тăвĕсем çине, Саянăпа Хибинти хирĕсене темиçе хут çитсе курнă. 2010 çулта Андрей Львовпа Евгений Кормин Раççейри чи çÿллĕ вырăна - Эльбрус тăвĕ çине - хăпарнă», - пĕлтерчĕ вăл.

Тĕл пулура çавăн пекех ЧР физкультурăпа спорт, вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕсем Сергей Мельниковпа Владимир Иванов, ытти экспедицие хутшăннă Евгений Мартьяновпа Степан Шеверталов, Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн центрĕн ĕçченĕ Мария Бовина та хăйсен шухăшĕсемпе паллаштарчĕç. Юлашкинчен республика Пуçлăхĕ «Кредо» туризм клубĕн хастарĕсене Тав çырăвĕпе тата сехетпе чысласа малашлăхра ăнăçу сунчĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.