Çуралнă кунпа сана, Шупашкар!

20 Çурла, 2017

 

Юратнă хуламăр Шупашкар хăйĕн черетлĕ çуралнă кунне уявлвть. Кăçал вăл 548 çул тултарнине паллă тăватпăр. Тĕрĕссипе, вăл самай ватăраххине пурте пĕлетпĕр-ха. Уявпа çыхăннă тĕп мероприятисем вырсарникун иртеççĕ, апла пулин те ĕнер те, унтан чылай маларахах та Хула кунне халалланă ĕçсем пурнăçланчĕç: ача сачĕсем уçăлчĕç, спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç тата ытти те.

Ĕнер каçхине 18 сехетре Хĕрлĕ тÿремре «Раççей тĕрĕкĕсем» Пĕтĕм Раççейри фестивалĕ уçăлнăччĕ. Унта çĕршыври тĕрлĕ регионта пурăнакан тĕрĕк йăхташсен пултарулăх коллективĕсем хутшăнчĕç.

Паян вара тĕп хулари Чăваш тĕррин музейĕнче «Тĕрĕк халăхĕсен Раççейĕн нумай культура хутлăхĕнчи йăла-йĕрке культури» ятпа «çавра сĕтел» иртрĕ. Ун ĕçне хăнасем те, пирĕн ăсчахсем те хутшăнчĕç.

Каç енне фестивале килсе çитнĕ тус-тăвансен гала-концерчĕ иртрĕ. Уйрăмах палăрнисем наградăсене те тивĕçрĕç.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хула çыннисене уяв ячĕпе саламларĕ, Шупашкар çыннисене пултаруллă ĕçĕшĕн, тăван çĕре юратнăшăн тата ăна чунтан парăннăшăн тав турĕ.

«Браво» ушкăнăн концерчĕ хула çыннисемпе унăн хăнисен кăмăлне тата çĕклерĕ.

 

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас