Çур аки вăй илет

3 Çу, 2017

ЧР Ял хуçалăх министерстви АПК тытăмĕсене, çанталăк хальхи пекех хĕвеллĕ тăрсан, çурхи культурăсене 15-20 кунра акса-лартса хăварма сĕнет.

Çу уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне республикăри ял хуçалăх организацийĕсенче тата пысăк фермер хуçалăхĕсенче кĕрхи тĕш тырă культурисене — 45,2 пин /2.05.2016 ç. — 40,2 пин/, нумай çул çитĕнекен курăксене 9,2 пин /çулталăк каялла — 13,5 пин/ гектар çинче апатлантарнă.

Вун тăхăр районти çуртрисене — 13,7 пин /2016 ç. — 19,5 пин/, пĕр çул ÿсекен курăксене 255 гектар /çулталăк каялла — 1,4 пин/ акнă.

Куславкка районĕнче пахча çимĕç 3 гектар лартнă. Патăрьелсем сахăр кăшманĕ 60 гектар акнă.

Ял хуçалăхĕн 151 организацийĕпе ХФХра, çав шутра Елчĕк тăрăхĕнче 25-шĕнче, Патăрьелпе Вăрнар районĕсенче — 36-шĕнче, Пăрачкав тăрăхĕнче 14-шĕнче ака пуçланнă.

Ял хуçалăхĕн 151 организацийĕпе ХФХра, çав шутра Елчĕк тăрăхĕнче 25-шĕнче, Патăрьелпе Вăрнар районĕсенче — 36-шĕнче, Пăрачкав тăрăхĕнче 14-шĕнче ака пуçланнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.