Çунатланса вĕренеççĕ...

19 Ака, 2018

Шкула каникул вăхăтĕнче кайрăм пулин те пĕлÿ çурчĕ кĕрлесе тăрать. 9-мĕшсемпе 11-мĕшсем çанă тавăрса экзаменсене хатĕрленеççĕ иккен. 

Ачасем чунне уçаççĕ 

Сергей Шмелев çамрăк директор тарават кĕтсе илчĕ. Кĕçĕн классен вĕрентекенĕнче 10 çул ĕçленĕскер пуçлăхра пĕрремĕш çул çеç вăй хурать-ха. 

«Ачасен кăмăлĕ уçă. Çакă ĕçлеме вăй парать. Вĕрентекене нумай та кирлĕ мар. Ачасем куçран пăхса итлеччĕр, мĕн хушнине пурнăçлаччăр. Вĕренекенсемпе чун савăнать, кăмăл çĕкленет», — пĕлтерчĕ Сергей Николаевич.

Пĕр-пĕринпе туслă

«Елчĕк шкулĕ питĕ туслă. Кашни вĕренекен пĕр-пĕрне пĕлет, хутшăнать», — калаçăва пуçларĕç Арина Айдарова (сăн ÿкерчĕкре), Надежда Мартьянова тата Надежда Иванова. Виçĕ чиперук çулсерен СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕллĕ илемлĕ вулав конкурсне хутшăнать.

Пушкина пурин те вуламалла!

Арина çак конкурсра 3-мĕш çул палăрать. Ытти çул 2-мĕш вырăна тивĕçейнĕ пулсан кăçал 3-мĕшне йышăннă. Чиперукăн юратнă поэчĕсем — Александр Пушкинпа Эдуард Асадов. Кăçал конкурсра вара Арина иккĕмĕшĕн «Сатана» сăввине каланă. Иртнĕ çул хĕр вăрçă пирки сăвă вуланă хушăра куракансен куçĕ шывланнă, чуна пырса тивнĕрен хăй те макăрма пуçланă. «Экзаменсене хатĕрленме ытларах вăхăт уйăрнине пула 3-мĕш вырăна çеç йышăнайрăм пулас, — чĕвĕлтетрĕ çĕнтерÿ тăрăшсан çеç пулнине ăнланакан хĕр. Арина аудио тата видео сăвăсем итлеме кăмăллать. «Манăн анне чăвашла вулать. Эпĕ вара ытларах вырăс çыравçисене килĕштеретĕп. Пушкина вара пурин те юратмаллах! Ун пек чаплă поэт тек çук», — çирĕппĕн каларĕ Арина.
Чиперкке 9-мĕш класс хыççăн литературăпа экзамен тытасшăн пулнă. Анчах та пĕр самантра унăн шухăшĕ улшăннă. Артисткăна вĕренес ĕмĕчĕ географ пулассине çаврăннă. Вара вăл çавăн чухне географипе экзамен тытнă хыççăн малашне çак ăслăлăха аталантарма çирĕп шухăш тытнă.
«Çĕр мĕнрен тăни, çĕршыв пĕлĕвĕ, çул çÿревсем çав тери кăсăклă. Географи вĕрентекенĕ лайăх ăнлантарать те манăн тата ытларах пĕлес кăмăл çуралать», — йăл кулăпа калаçрĕ Арина. Пике географи карттине питĕ лайăх пĕлет иккен. Çĕршывсен тĕп хулисене куç хупса асăнаять.

Волейболла вылять

Пултаруллă çын пур енĕпе те пултаруллă çав. Килĕнче вăл чейник, кастрюль айне сармаллисем çыхнă, чĕрне сăрлама та ăста. Чун киленĕçĕ вара — волейболла вылясси. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.