“Çунат сарма ачасем пулăшаççĕ”

25 Авăн, 2017

Паллă фильмри пек мăйăхлă та мар вăл, нянька-воспитатель те мар, анчах та ача садĕнче ĕçлет. Чăн та, пурнăçне шăпăрлансемпе çыхăнтарасси пирки Виталий Мишанкин хăй вăхăтĕнче пачах та шухăшламан. Шупашкарти “Çăлтăр пуххи” 7-мĕш ача садне вăл ăнсăртран тенĕ пек килсе çакланнă. Çулĕ вара ыттисенни пекех: авланнă, хваттер туяннă, çывăхра ĕç шырама пикеннĕ... Суйлавĕ ăнсăртран килсе тухнă пулин те Виталий Юрьевич паян профессийĕпе те, ĕçĕпе те питĕ кăмăллă.

Кÿрентернĕ...

— Эпĕ мĕн пĕчĕкренех ларма-тăма пĕлменскер пулнă, — каласа кăтартать хăй çинчен арçын. — Мĕншĕн шăпах ачасемпе ĕçлеме пуçланине ыйтаççĕ те... Çакăнта спорт илсе çитерчĕ пулĕ тетĕп. Пĕчĕк чухне çур пурнăçăм урамра иртнĕ- тĕр манăн. Пĕрремĕш секцие эпĕ 3 çулта çырăннă — футболла выляттăмăр. Хĕл ларсан мечĕк хăвалама çук вĕт-ха — хоккей секцине çул хыврăм. Арçын ачасен хушшинче темĕн те пулать — пĕрре мана питĕ хытă кÿрентерчĕç. Çакă бокс секцине илсе çитерчĕ. Кунта пуринчен те ытларах килĕшрĕ. Хама та шанчăклăрах туйма пуçларăм, тантăшсен хушшинче те хăюллăрах тыткалаттăм. 7-мĕш класра вĕренеттĕм ун чухне. Кирек хăш секцине çÿренĕ чухне те ăмăртусене хутшăнаттăмăр, шкул, республика чысне тивĕçлĕ шайра хÿтĕлеттĕмĕр. Бокс енĕпе кăтартусем аванахчĕ ĕнтĕ. Çакна Шупашкарта асăрхарĕç те кунта йыхравларĕç. Турткаланса тăмарăм, килĕшрĕм.

Диплом иличчен — хĕсмете

— Эсĕ “кунти” мар апла?

— Темĕнле каламалла? Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Эпĕ 2 çулта чухне çемье кÿршĕллĕ Тутарстана куçнă, Çĕпрел районне. Çапла эпĕ малтан чăвашла мар, тутарла калаçма вĕреннĕ. Каярахпа, паллах, чăваш чĕлхине те ăша хывнă.

— Унтан вырăсла шĕкĕлчеме пуçланă...

— Çапла. 9 класс хыççăн Шупашкарта Олимп резервĕсен училищинче ăс пухма пуçларăм. Кунта та республика шайĕнче ăмăртаттăмăр, Раççейри турнирсене те хутшăнаттăмăр. Малти вырăнсене йышăнаттăмăр.

Училище хыççăн алла диплом илсе те ĕлкĕреймерĕм, салтак атти тăхăнтăм. Спорт мастерĕн “картлашки” çине те хăпарса ĕлкĕреймерĕм çавна пула, кандидат нормативне пурнăçларăм. Артиллерист пулса эрмен çĕрĕ çинче мире хÿтĕлекен çар йышĕнче ирттертĕм хĕсмете.

Туя хатĕрленме — Мускава

Унтан, паллах, Шупашкарах таврăнтăм. Çартан килсенех тенĕ пек пулас мăшăра тĕл пултăм — хулари кÿлмек хĕрринче. Ытла та романтикăллă тĕл пулу — 01.01.2011 çул... Кÿлмек хĕрринче çамрăксем тÿпене тĕрлĕ хăмпăсем вĕçтереççĕ... Пĕр-пĕрне тÿрех килĕштертĕмĕр пулас. Калаçса татăлса Мускава тухса кайрăмăр — туя валли укçа-тенкĕ пухма. Унччен маларах вара И.Яковлев ячĕллĕ педуниверситета куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕччĕ.

— Факультечĕ пирки ыйтмăп та...

Çапла, физвоспитани. Мускавран таврăнсан туй кĕрлеттертĕмĕр те унтан... ĕç шырама пуçларăм. Тĕп услови — хваттертен аякра пулмалла мар.

Пĕрремĕш утăмсем

Ача садне ăнсăртран килсе кĕнĕскер пĕр чĕлхе епле тупрăн шăпăрлансемпе? Вĕсемпе вĕт пĕр енчен çăмăл та, анчах тепĕр енчен — кăткăс та.

— Кăткăслăхĕ малтанхи занятисенче кăна пулчĕ-тĕр. Тĕрĕссипе, кăткăслăх та темелле мар-ха, ачасемпе ĕçлесе курманнипе пăлхантăм — çавă кăна. Пĕр чĕлхе вара çăмăллăнах тупрăмăр: пĕлместĕп, мĕншĕн, анчах та ачасем ман пата яланах туртăнаççĕ. Ÿссе садикрен тухса кайнисем те ман патах килеççĕ. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.