Çулсем тĕрлĕ еннелле авăнчĕç сасартăк...

16 Утă, 2016

«Тухса кай! Яла кайса пурăн!» — илтĕнет тепĕр чухне аялти хутри хваттертен. Çĕнĕ кÿршĕсем, тăтăшах мар пулин те, тепĕр чухне вăрçăнаççех. Килте чашăк-тирĕк шакăртатмасăр пулмасть теççĕ-ха. Хĕрарăмпа арçын хушшинче тавлашмалли-кÿренмелли тупăнатех. Сăлтавĕ те тĕрлĕ. Кÿршĕсем упăшки эрех ĕçнĕрен вăрçăнни куç кĕретех. Арăмĕ тарăхăвне палăртнине хирĕç ÿсĕр арçын ăна усал сăмахсемпе кÿрентерет. Юрать-ха кун пек «уявсем» сайра çеç пулаççĕ «аялтисен». Унсăрăн хĕрарăмпа арçын пĕр-пĕринчен сивĕнсе çемье арканасси те инçе мар.

Пĕлтĕр республикăра 8803 çемье чăмăртаннă, 4025-шĕ саланнă. Статистикăна ĕненес тĕк, уйрăлусен 41 проценчĕ мăшăрсенчен пĕри эрех-сăрапа, наркотикпа туслашнипе çыхăннă. Пурăнма хваттер çукки, мăшăр килĕштерменни, укçа-тенкĕ çителĕксĕрри, тăвансем хĕтĕртни, нумай вăхăт уйрăм пурăнни те — çемье арканнин сăлтавĕсем.

Хут уйăрттаракансен 25 проценчĕ мăшăрĕ улталанине палăртать. Хĕрÿ туйăмсене айккинче шырани ЗАГСа кайма пĕр-пĕрне юратни мар, урăх сăлтав хистенипе те çыхăннă-ха. Мăшăрлану керменне хырăм каçăртса кĕрекен сахал-и? Е тата чылайăшĕ паян таса туйăма мар, укçа-тенке мала хурать. Паллах, кашнин — хăйĕн сăлтавĕ: çемье çавăрма та, ăна салатма та. Апла пулин те пĕр-пĕрне хисеплемелле пек те... Çук çав. Килте арăмпа пепке кĕтнĕ е упăшка ĕçлеме кайнă чухне тус-юлташпа ĕçсе-савăнса çÿреме юратакан, ташă каçĕсене çитме кăмăллакан, каçхине киле пач таврăнмасăр çÿреме хал çитерекен упăшка-арăма «лайăх» тесе епле мухтăн-ха? Юттисем патне чупма та хирĕç мар вĕт кун йышши. Малтанхи савнипе те савăнсах тĕл пулать. Кунашкалли пĕр тĕслĕх çеç мар. Юратни, ача кĕтни е пурлăха хапсăнни çемье çавăрма хистет тĕк, уйрăлма вара çĕр-çĕр сăлтав тупма пулать.

Республикăра пулса иртнĕ инкек те çынсен асĕнчех. 22 çулти хĕр çулталăк каяллах çухалнăччĕ. Ĕç-пуçа ЧР Аслă сучĕ нумаях пулмасть пăхса тухнă. Хĕре çăмăл автомашинăна ирĕксĕрлесе лартнине куракансем пулнă. Пике виллине каярахпа Хĕрлĕ Чутай районĕнчи пĕр пĕчĕк вăрманта тупнă. Экспертиза хĕре çĕçĕпе 18 хутчен кая мар чикнине палăртнă. Следстви ку ĕçре хĕрпе пурăннă арçынпа унăн хальхи арăмĕн алли пуррине тавçăрнă. Иккĕшĕ çамрăка вăрмана илсе тухнă. Упăшки хĕре арăмĕн куçĕ умĕнчех вĕлернĕ.

Хĕрарăм каласа кăтартнă тăрăх, вĕсем арçынпа 2004 çултах пĕрлешнĕ. 2011 çулта вара арçын вилнĕ хĕрпе пурăнассишĕн унран уйрăлнă. Вăхăт иртсен упăшки каялла таврăннă. Мĕнпе айăпа кĕнĕ-ши çамрăкки? Пурăнма чăрмантарнă-ши? Çакăншăн çаплах хаярланмалла-ши?

Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн тет чăваш. Кăмăл пулмасан юраттарма çук. Пĕр-пĕрне савмасан, хисеплемесен сăпайлă та çын ăмсанмалла тĕслĕх пулма йывăр ахăр. Анчах пурнăçра темĕнле тĕслĕх те тĕл пулать. Упăшкин пусмăрне чăтса пурăнакан хĕрарăм сахал-и тата? Кашниех уйрăлма хал çитереймест вĕт.

Куславкка район арçынни те ĕçсе ÿсĕрĕлсен арăмне час-часах хĕненĕ, çÿçĕнчен сĕтĕрнĕ. Прокуратура 38 çулти арçын тĕлĕшĕпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухнă, айăплă тесе йышăннă, миравай суда ярса панă.

Республикăра 2014 çулта пулнă инкеке те чылайăшĕ ас тăвать-тĕр. Ун чухне 49 çулти Тăвай арçынни малтанах саккăрмĕш уйăх ача кĕтекен арăмне вăйлах хĕненĕччĕ. Çавна пула пепке тĕнчене вăхăтран маларах килнĕ. Ăна çуралма пулăшнă хыççăн арçын тĕпренчĕкне хут курупкана вырнаçтарса юр ăшне тухса чикнĕ. Пепке шăнса вилнĕ. Арăмĕ те сурансене пула темиçе сехет асапланнă хыççăн куçне ĕмĕрлĕхех хупнă. Виçĕ ача тăлăха юлнă.

Сăмах май, уйрăлакан мăшăрсенчен чылайăшĕ /28 процент/ 5-9 çул пĕрле пурăннă хыççăн çак йышăну патне пырса тухать. Çапла вара çемьеллĕ пурнăçран «хăтăлакансен» йышне ытларах 24-35 çултисем лекеççĕ. Эппин, чылай чухне çамрăксем уйрăлаççĕ тесе çирĕппĕнех палăртма юрать. Çапах та 20 çул ытла пĕр сукмакпа утакансем пĕр-пĕринчен йăлăхнине ăнланма йывăртарах. Вĕсем уйрăлакансен хушшинче — 12,4 процент. Пĕрлешнĕ хыççăн çулталăк та тÿсейменнисем — 4 процента яхăн.

Татьяна НАУМОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.