ÇӲЛЛĔРЕХ ӲСЕС КИЛЕТ...

7 Çурла, 2014

Çамрăкăн, паллах, çӳллĕрех ӳсес килет. Хăшĕсем лутра пулнăшăн вăтанаççĕ те. Ашшĕ-амăшĕн ку ыйтупа ачи пĕчĕк чухнех тимлĕ пулмалла. Кĕлетки хăйĕн çулĕсенче кирлĕ виçерен пĕчĕкрех пулсан тухтăрпа канашламаллах. Ку сывлăх тĕлĕшпе мĕнле те пулин кăлтăк пулсан та палăрать. Унсăр пуçне çак сăлтавсене шута илмелле.

Ача рационĕнче витаминлă апат ялан пулмалла. Пахча çимĕçре, улма-çырлара А, С, РР витаминсем нумай. Услам çу, ĕне пĕверĕ, пулă, хăйма, сĕт çимелле. Белокпа пуян апат уйрăмах усăллă.

Каларăмăр ĕнтĕ, чир пуррипе çуккине палăртмалла. Япаласен ылмашăнăвĕ улшăнсан, акă, кĕлетке йывăрăшĕ те улшăнать, ӳт-пӳ çитĕнесси те йĕркерен тухать. Шăнса пăсăлни, тĕрлĕ стресс, невроз ачана тĕрĕс аталанма чăрмантараççĕ. Çавăнпа тухтăрпа канашламалла, вăхăтра сипленмелле. Ачана педиатр, эндокринолог, невропатолог патне илсе каймалла, вĕсен сĕнĕвĕсене çирĕп пурнăçламалла.

Сиенлĕ йăласем те ура хураççĕ. Халĕ хăш-пĕр ача питĕ ир пирус туртма вĕренет, эрех-сăрана иленет. Ачана сиенлĕ йăласем çавăрса илнĕ пулсан хăвăртрах хăтарма витĕм кӳмелле. Туртни питĕ сиенлĕ. Çакна пула ача япăх аталанать, кĕлеткин шăммисем çирĕп мар пулаççĕ, ӳпке, сывлав çулĕсен ытти чирĕ, нерв тытăмĕ аптратаççĕ.

Куллен хускану кирлĕ. Сывлăха çирĕплетекен, ӳсме пулăшакан хăнăхтарусен вăхăчĕ пĕр сехетрен кая мар пулмалла. Кире пуканĕ йăтни, утни, чупни ытларах сывлăха пĕтĕмĕшле çирĕплетеççĕ. Ӳсме витĕм кӳрекеннисем: турник çинче туртăнни, çӳлелле сикни, ишни, ятарлă гимнастика.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.