Çуллахи чи çутă кунсем - "Орленокра" иртнисем

18 Авăн, 2014

Хăйне темиçе çул каялла кĕçех çĕр-шывĕпе паллă кану çак центрне çитсе курăн тенĕ тĕк Юра ĕненмĕччĕ. Телее, пурнăç хушăран кĕтменлĕх парнеленипе илĕртÿллĕ те. Канаш районĕнчи Хучелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул вĕренекенĕ Юрий Григорьев та çапла кăçалхи çуллахи каникулта çавнашкал парнене тивĕçрĕ: пур енĕпе те хастар çул çитмен çамрăк Пĕтĕм Раççей ача-пăча "Орленок" центрĕнче канса курчĕ.

Шкулти "Асамат кĕперĕ" ача-пăча организацийĕн ертÿçи 2014 çулта республикăри ачасен общество пĕрлешĕвĕсен лидерĕсен "Манăн пуçару" конкурсĕн лауреачĕ пулса тăнă. Çапах та "Орленока" каякансен йышне лекме хăйне урăх çитĕнÿ витĕм кÿнĕ тесе шухăшлать. Мускавра йĕркеленĕ ачасемпе çамрăксен компьютер пултарулăхĕн пĕтĕм тĕнчери "Планета экологийĕ - 2013" конкурсĕнче призер ятне илнĕ пултаруллă чăваш ачи. Ку кăна та мар. Юрий шкул ачисен предмет олимпиадисене çуллен хастар хутшăнать, муниципалитет шайĕнче ялан тенĕ пекех хăйĕн тантăшĕсен хушшинче çĕнтерет. Акă иртнĕ вĕренÿ çулĕнче вăл 6 хутчен призер пулнă. Çак çитĕнÿсене шута илсе Ю.Григорьева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн уйрăмах пултаруллисене тивĕçекен стипендине парса тăмашкăн йышăннă.

Утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Енрен чи пултаруллă 19 ача "Орленока" кайма çула тухнă. Юра "Ачалăх утравĕ - "Ералаш" ятарлă сменăра каннă. Вăл тĕрлĕ çĕртен пухăннă ачасене паллă киножурнал формачĕпе сюжетсем ÿкерме вĕрентес тĕллевлĕ пулнă. Чăн та, тусĕсем пекех чăваш ачи те 21 кун тăршшĕнче кино ÿкерес ăсталăха хăнăхма, шÿтпе кулă ырă енне курма тытăннă.

Раççей Федерацийĕн Олимп комитечĕ те лагерьте канакан ачасем валли кăсăклă проект хатĕрленĕ. Хучел хастарĕ "Олимп патрулĕ" пĕтĕм Раççей вĕренÿ программине хутшăннă.

- "Орленок" никама та тунсăхлама памасть. Унта канакан кашни ача мĕнле те пулин ĕмĕт-тĕллев патне ăнтăлать. 21 кун пĕр кĕске самант пекех хăвăрт иртсе кайрĕ. Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан тантăшсемпе туслашма, пĕр-пĕрне мĕне те пулин вĕрентме ĕлкĕртĕмĕр çав хушăра. Пурте хăйне май пултаруллă. Пĕр çемьери пек пурăнтăмăр та... салантăмăр. Анчах, шансах тăратăп, эпир тĕл пулатпăрах, - хăйĕн шухăш-кăмăлĕпе паллаштарать вĕренекен.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче Юрăна çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр. Ĕмĕчĕсем çитсех пыччăр. Хальхи вăхăтра пуçаруллăскер Канаш район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн методисчĕсемпе пĕрле ку тăрăхри пултаруллă ачасен "Кĕрен парăс" соцпроект картинчи форумне хатĕрленет.

Анна КУПРИЯНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.