Çулла иртет пулмалла...

28 Çурла, 2014

Кĕç-вĕç çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр шкулĕ ăна кĕтсе илме хатĕр те ĕнтĕ. Парта хушшине ларасшăн тунсăхласа çитнĕ ачасем те çак телейлĕ куна, авăн уйăхĕн пĕрремĕшне çывхартасшăн çунса тăтăшах шкула çÿреççĕ, вĕренÿ çуртне тирпей-илем кĕртеççĕ, пахча ĕçĕсене хутшăнаççĕ.

Эпĕ шкула пырса кĕрсен пулас улттăмĕш класс ачисем йăрансен хушшинче пуç йăтми ĕçлетчĕç. Пĕрисем пахча çимĕçе тата чечексене çум курăкĕнчен тасататчĕç, теприсем Валентина Владимировна Сапожникова вĕрентекенпе сухан кăларса типĕтме саратчĕç. Шăпах çак ĕç вăхăтĕнче чăрмантарма хăйрăм та куршанак çыпăçнă ачасене.

Маттур, Катя!

Вĕренÿре аван кăтартусемпе палăракан Катя Семенова çуллахи каникулта Атăл хĕрринче вырнаçнă "Хĕвел" лагерьте каннă. Хастарскер унти конкурссенче те хăйне лайăх енчен кăтартнă. Спорт, ташă ăмăртăвĕсенчен те юлман. Ахальтен мар-çке хĕр ачан портфолиовĕ Хисеп хутĕнчен питĕ пуян. Шкулта хастарлăх кăтартаканскер, паллах, лагерьте те вырăнта лараймасть.

Çапла, Катя питĕ маттур та пултаруллă. Пĕтĕм Раççей шайĕнчи конкурсра та сăвă çырса пĕрремĕш вырăна тухнă-çке! "Сăвă техникине алла илме вырăс чĕлхи вĕрентекенĕ Ольга Моисеевна Васильева пулăшрĕ. Пысăк тав ăна!" – çĕкленÿллĕн калаçать район пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕ тăрăшуллă вĕренекен.

Аслашшĕпе тата асламăшĕпе пурăнать Катя. Çулла лагерьте каннипе кăна асра юлмалла мар-çке. Çавăнпа çак хĕр ача та çырла пиçнĕ саманта куçран вĕçертмерĕ, нумай хурăн çырли пухрĕ. Кил тĕрĕшри ĕçсене те самай пурнăçлать.

Катьăн иккĕмĕш сыпăкри шăллĕ пур, вун пĕр уйăхра çеç-ха вăл. Хĕр ача унпа та чылай вăхăт ирттерет. Аслисен ĕçĕ ахаль те чылай-çке.

 

Сăна-сăна вĕренет

Люда Морозова чаплă лагерьсене çитсе курайман пулин те çуллахи вăхăта сая яман. Лап Олкаш ялĕнче юратнă кукамăшĕ патĕнче хăнара пулнă-çке вăл. Выльăх-чĕрлĕхе юратаканскер кĕтÿ пăхма та яланах хапăл. Вăтăр икĕ ĕнепе уçăлса çÿреме аван, çу кунĕсен пуçламăшĕнче çырла çисе те савăннă вăл. Çав вăхăта аса илсен халĕ те куçĕсем çутăрах ялкăшма пуçлаççĕ.

Сăмах май, Люда килте ĕне суса та пулăшать.

– Кукамай мĕнле ĕçленине тăтăшах сăнаттăм. Пĕррехинче вара вăл куриччен ĕне сума лартăм. Çапла хам тĕллĕнех вĕрентĕм, – тет Люда.

Ĕнине питĕ юратать вăл, шултăра мăйракаллă выльăх хăй те хĕр ачана кăмăллать, яланах вăл ачашласса кĕтет.

Ача-пăча вырăнта ларма юратманни паллă ĕнтĕ. Люда та çавах. Кашни кунах шывра чăмпăлтатĕччĕ те... Шел, кăçалхи çанталăк шухăша пурнăçа кĕртме май памасть. Апла пулин те хĕр ача тусĕсемпе пуçтарăнса футболла та, волейболла та вылять.

– Питĕ тирпейлĕ вăл, сăпайлă, тăрăшуллă. Пур ĕçе те вăхăтра пурнăçлать. Лайăх вĕренет, – кăмăллăн калать класс ертÿçи Люда çинчен.

Ашшĕпе амăшĕ ăна ырă çын пулма тĕслĕх кăтартса ÿстереççĕ. Çавăнпа хĕр ача çывăх çыннисем пек пулма ĕмĕтленет.

 

Çуран çÿресен те кулянмаççĕ

Диана Ильгечкина та çулла пахчаран тухма пĕлмест: çум çумлать, утă типĕтет. Асламăшĕпе тăтăшах кăмпана çÿрет. Пĕчĕкскере, хитрескере, çĕр мăкăртса тухнăскере курсан чун-чĕре мĕн тери савăнать-çке! Кăмпи кăçал питĕ нумай тата! Çуллахи кунсене сая яма аван та мар.

Халĕ шкулсене автобуспа тивĕçтернĕрен ачасем çуран сахалрах çÿреме пуçларĕç. Анчах ку ырлăхпа пурин те усă курма май килмест. Дианăн ялĕнчен шкула çÿрекен сахал, çавăнпа тăватă çухрăма автобуссăрах кĕскетме тивет. Халĕ ним те мар, çапах хĕллехи вăхăтра йывăртарах килет. Тепĕр тесен, нумай утни сывлăхшăн та, кăмăл-туйăмшăн та усăллă. Велосипедпа çÿреме вара пушшех те хаваслă.

Тирпейлĕ хĕр ача кил-çурта тусанран, тавралăха çÿп-çапран тасатсах тăрать. Чечексемпе туслăскер кил картинче чăн-чăн асам пахчи йĕркеленĕ. Çак илем иртен-çÿрен куçне те тÿрех тыткăнлать. Хитре чечек çыххипе вара çывăх çынсене савăнтарма мĕн тери кăмăллă!

– Чĕр чунсенчен эпĕ кушака тата йытта ытларах юрататăп. Çемçескерсемпе выляма лайăх, – тет Диана. – Вĕсем иккĕшĕ те туслă, пĕр-пĕрне кÿрентермеççĕ.

 

Пĕр-пĕрне ăнланнине мĕн çиттĕр?

София Голишникова çăвĕпех çаран çинче вăхăт ирттерет пулĕ. Пилĕк качакине курăк çиме илсе тухать те хăй инçех мар вырнаçса пĕр-пĕр вăйă шухăшласа кăларать. Каçăр сухалсем ăна питĕ юратаççĕ, куç умĕнчен çухатасран хăраççĕ. Хĕр ача вĕсене мар, вĕсем хĕр ачана сыхлаççĕ тейĕн.

Шăллĕне те сăнасах тăмалла. Федя икĕ çул та виçĕ уйăхра çеç, çавăнпа ăна тимлĕх кирлех. Халĕ арçын ача садике çÿреме пуçланă-ха. Эппин, унпа малтанхинчен сахалрах вăхăт ирттерме юрать.

– Федя – питĕ хаваслă ача. Унпа яланах интереслĕ. Тата питĕ ăслă вăл, хăй тĕллĕнех тумланма та пĕлет, – шăллĕне ырлать хĕр ача. – Юрă итлеме юратать, хăй те пĕрле ĕнĕрлет.

Амăшĕ хуть те мĕнле ĕçе пуçăнсан та София яланах юнашар, пулăшма хатĕр. Акă пан улмирен компот та хатĕрленĕ-ха вĕсем. Тепĕр чухне хĕр ача шарлотка тăвать те амăшĕ пулас тутлă çимĕçе духовкăна лартать. Çапла пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçленине мĕн çиттĕр ĕнтĕ?

Виçĕ çулта чухнех хĕр ача хăйне повар пек туйма пуçланă çав. Ăсталăхĕпе пĕрремĕш хут йытта паллаштарса пăхма шухăш тытнă. Тĕнчере çук чаплă апатпа сăйлас килнĕ унăн тăватă ураллă тусне. Тутлă пăтă пĕçерес тесе хытса тăман: кастрюле хуратул кĕрпипе пĕр кĕленче тип çу пушатнă. Эх, тăрăшнă та вара! Шел, пĕтĕм чун ăшшипе хатĕрленĕ "шедевра" йытă тиркенĕ. Çавăнтанпа София пĕр-пĕр ĕç тăвиччен тĕплĕ шухăшлама хăнăхнă.

– Пĕррехинче пирĕн кушак йытă йăвинче çăвăрланă. Чĕр чунсем те пĕр-пĕрне пулăшма тата ăнланма пĕлеççĕ иккен. Çавăнтанпа вĕсем пĕрре те çапăçмаççĕ. Çак туслăха курса хам та савăнатăп, – тет София.

 

Хăвăртрах шкула каясчĕ!

Атăл хĕрринче вырнаçнă "Шурă чулсем" лагерьте канни Таньăна пысăк савăнăç кÿнĕ. Унта вăл ытларах Патăрьел тата Шупашкар ачисемпе туслашнă. Халĕ канăва пĕрле ирттернĕскерсем пĕр-пĕрне манмаççĕ, час-часах шăнкăравласа тĕл пулма та калаçса татăлаççĕ. Нумаях пулмасть Шупашкарти Атăл хĕрринче пуçтарăннă-ха вĕсем. Çавăн пек тĕл пулусем малашне те татăлмĕç.

Çăмăллăнах тус-юлташ тупма пултараканскерĕн вĕсем нумай. Кашнинех хăйĕн ырă енĕ пур.

– Юлташăн лайăх тата шанчăклă пулмалла. Манăн унран мĕне те пулин вĕренме май килтĕр. Хам та ăна ырă тĕслĕх кăтартам. Тĕслĕхрен, пĕрин шÿчĕсем килĕшеççĕ мана, теприн - кăмăллă калаçăвĕ. Туссемпе эпир пĕр-пĕрне йывăрлăхран яланах хăтаратпăр.

Ташлама юратакан Таня çак енĕпе ятарлă кружока çÿрет. Çавна май тĕрлĕрен уяв концертне тăтăшах хутшăнать вăл, конкурссенчен те юлмасть. Вĕсен "Журавушка" ташă ушкăнĕ Шупашкарта иртнĕ конкурсра иккĕмĕш вырăна тухнă. Çак савăнăçлă пулăм çитĕнÿ тума татах та хавхалантарать. Ташă çынна кĕлетке пиçĕлĕхне аталантарма кирлĕ тесе шухăшлать пултаруллă хĕр ача.

Каникулта аван пулин те Таня авăн уйăхĕн пĕрремĕшне чăтăмсăррăн кĕтет.

– Хăвăртрах шкула каясчĕ. Манăн тăтăшах çĕнни пĕлес килет. Юлташсемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те тунсăхласа çитрĕм. Математикăпа та задачăсем шутлас килет...

Кĕтмелли вара нумаях юлмарĕ. Акă Таня часах черчен чечек çыххи йăтса илемлĕ, çутă та таса шкула çитсе кĕрĕ, каллех савăнăçлă шăв-шав тĕнчине çакланĕ.

Лариса ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.