Çулăм пĕр ялти ултă çурта сиенлетнĕ

23 Ака, 2019

Çуркунне юр айĕнчен тухакан çÿп-çапран хăтăлма, типĕ курăка çĕннипе улăштарма васкатпăр та… инкек аллине çакланатпăр. Пушартан сыхă пулмаллине час-часах асăрхаттарсан та асăрханса çитейместпĕр.

Акă ĕнер каллех Канаш районĕнчи Виçпÿрт ялĕнче çулăм ултă çурта сиенлетнĕ. Хăшĕ-пĕрине çĕнетме май çукки паллă. Пушар типĕ курăка çунтарнинчен тухнă тесе шухăшлаççĕ, унтан вăл пÿртсем çине куçнă. «Хĕрлĕ автанпа» 10 техника тата ял-йыш кĕрешнĕ.

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА. Раççей МЧСĕн Чăван Енри тĕп управленийĕн сайтĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

Комментари хушас