Çул урлă каçас тенĕ те…

Çуран çÿрекеншĕн «зебра» та хăрушлăхсăр вырăн мар. Çакна паян Çĕнĕ Шупашкарта пулса иртнĕ çул-йĕрти инкек тепĕр хутчен çирĕплетрĕ.

Куракансем каланă тăрăх, 10-мĕш Пилĕкçуллăх урамĕнчи çул урлă каçмалли вырăнта пĕр каччă çине машина пырса кĕнĕ. Пăтăрмах ирхи 8 сехет те 30 минутра пулса иртнĕ. Çул урлă каçакан çамрăк арçынна «Жигули» çапса кайни паллă. Хула çыннисем каланă тăрăх, çак вырăнта час-часах аварисем пулса иртеççĕ. Каччă хăйне епле туйни хальлĕхе паллă мар. Авари сăлтавне уçăмлатассипе ĕçлеççĕ.

 

Елена АТАМАНОВА. kavkazplus.com порталти сăн ÿкерчĕк.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас