Çул тăваççĕ, анчах пахалăхлă-и вăл?

7 Çĕртме, 2017

Çак ыйту паян водительсене çеç мар, пассажирсене те кăсăклантарать. Тен, çавăнпа ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çул хывакан организацисен ертÿçисемпе Правительство çуртĕнче йĕркеленĕ тĕлпулу шавлă иртрĕ.

Асăннă ĕçсене пурнăçлама республикăн Çул- йĕр фондĕнчен 5,103 млрд тенкĕ уйăрĕç. Ку — чăннипех те пысăк укçа. «Юсав проекчĕсене пурнăçланă чухне унпа тухăçлă та перекетлĕ усă курмалла, — терĕ Михаил Игнатьев. — Çул-йĕр хывакан подрядçăсене палăртакан аукционсен доку-ментацине паха хатĕрлемелле. Сăмах май, вĕсем вĕçленсе пыраççĕ ĕнтĕ. Республикăн Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви ĕç пахалăхне тĕрĕслесех тăрĕ. Сире шанса панă объектсене унпа çирĕплетнĕ килĕшÿре палăртнă вăхăтра хута ямалла, ĕçе кĕртеймесен пирĕн те, сирĕн те кă-мăл пăсăлĕ. Çынсем сиртен паха çулсем тăвасса кĕтеççĕ. Çил-тăман вĕçтернĕ чухне асфальт хурса ял-хула çыннисене те, Халăх фрончĕн хастарĕсене ан тарăхтарăр. Ку «меслете» тĕрĕслев органĕсем те сивлеççĕ. Патшалăх саккасçипе подряд организацийĕсен пĕр-пĕрин тивĕçĕсене килĕшÿре палăртнă тапхăрта пурнăçламалла. Сăмаха тытмасан тăкака шыраса илме эпир яланах санкци тăратнă, ÿлĕм те тăратăпăр».

Федерацин 2018 çулччен тата 2025 çулчченхи тапхăрти «Хăрушă мар тата паха çулсем» про-граммине пăхăнса Шупашкар агломерацийĕн транспорт инфратытăмне аталантармалли комплекслă тĕллевне еплерех пурнăçлани çинчен ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов пĕлтерчĕ. Çав программăпа килĕшÿллĕн Чăваш Енри ĕçсене пурнăçа кĕртме 1 млрд та 250 млн тенкĕ куçарĕç. Шупашкар агломерацийĕ унта федерацин 38 регионĕ тăратнă проектсемпе пĕрле кĕнĕ. Ку укçана кăçал çулăн автоавари пулакан сыпăкĕсене йĕркене кĕртме, автотрассăна /94 км/ юсама, çул урлă каçмалли вырăн /4,5 км/, ытти ĕç тума ярĕç. Вĕсем Шупашкар хулипе районĕнче, Çĕнĕ Шупашкарта, Муркаш районĕнче пырĕç. Проектсене мĕнлерех пурнăçа кĕртнине патшалăхпа муниципалитетсен тивĕçлĕ органĕсем, халăх представителĕсем тĕрĕслесе тăрĕç. Ку программа условийĕпе килĕшÿллĕн пулса пырĕ. Агломерацие кĕрекен муниципалитетсенче программăна пурнăçа кĕртнĕ чухне общество тĕрĕслевĕ еплерех пулмаллине сÿтсе явнă. Палăртнă хуласемпе районсен администрацийĕсен сайчĕсене «Безопасные и качественные дороги» баннер вырнаçтарнă. Çынсем вĕсене пăхса юсав ĕçĕсемпе паллашма пултарĕç, сĕнÿсем парĕç.

Подрядçăсем туса пĕтернĕ ĕçсене патшалăхпа муниципалитет органĕсен, район-хулари общественноçпа Халăх фрончĕн представителĕсем йышăнĕç. Кăçал 110 объектра ĕç пырĕ. Вĕсем — федераципе регионăн 2-шер автотрасси, вырăнти çулсен 106 объекчĕ. Çав шутран 106-шне /Шупашкарта — 77, Çĕнĕ Шупашкарпа Муркаш районĕнче — 12-шер, Шупашкар районĕнче — 5/ подрядçăсене шанса парассишĕн йĕркеленĕ аукционсем вĕçленнĕ, 94-шĕнче ĕç пуçлама килĕшÿсем /1 млрд тенкĕлĕх/ тунă.

Ытларахăшĕнче, сăмахран, Шупашкарта — 12, Çĕнĕ Шупашкарта 2 объектра строительство пырать. Ăна икĕ эрне каялла пуçланă. Ĕçсене туса пĕтерни çинчен Мускава кăçалхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче пĕлтермелле. В.Иванов вĕсене пĕр уйăх маларах вĕçлесе министерствăна документсем тăратма чĕнсе каларĕ, юсавăн пирвайхи тапхăрĕ хăйне тивĕçтернине палăртрĕ. «Унăн пахалăхне палăртмалли икĕ меслет — лабораторисем тата общество тĕрĕслевĕ, — терĕ. — Çынсем хăйсен шухăшне пĕлтерессе шанатпăр. Тĕрĕслев ирттерсе Шупашкарти пĕр подрядçă пурнăçланă ĕç пахалăхĕ начаррине çирĕплетнĕ, ăна çĕнĕрен тума ыйтрăмăр». Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.