Çул çÿрев хакланать

10 Çу, 2018

Министрсен Кабинечĕн паян иртнĕ ларăвĕнче чылай ыйту пăхса тухрĕç. 

Кăçалхи пĕрремĕш кварталшăн çын пуçне пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене çирĕплетесси тавлаштармарĕ. Ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев пĕлтернĕ тăрăх, вăл 8417 тенкĕпе танлашать — умĕнхи кварталтинчен 2,2% /181 тенкĕ/ пысăкрах. Çак виçе çăмăллăхсемпе усă куракан граждансене тÿлекен тĕрлĕ пособи виçине палăртмашкăн кирлĕ. «Минимум» пысăкланни чи малтанах хĕлле çĕр улми, пахча çимĕç хакланнипе сăлтавланнă. Сăмах май, çав уйăхсенче аш-какай, сĕт кăшт йÿнелнĕ-мĕн. Чи пĕчĕк çак виçепе эпир Атăлçи округĕнче 13-мĕш вырăнта.

Правительство муниципалитетсен хушшинчи маршрутсемпе автотранспортпа пассажирсене илсе çÿремелли тарифсене пысăклатассине «симĕс çутă» пачĕ. Ÿсĕм 3,7% ытла пулмалла мар. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хушшинчи çул çÿрев билечĕ, сăмахран, 1 тенкĕ хушăнать. Хака пысăклатни, Тариф службин ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Крылова палăртнă тăрăх, «Чăвашавтотранс» тăкакĕсене чакарма май парать. Анчах — пурпĕр туллин саплаштармасть. Çавăнпа та унăн «тухса ÿкекен» тупăшне бюджетран саплаштарма тивĕ.
 

Теги: 

Комментари хушас