Çул çинчи инкекрен сыхланасчĕ

20 Çурла, 2015

Çулталăк пуçланнăранпа республикăри çулсем çинче 14 ача вилнĕ. Иртнĕ уйăхсенче кăна ачасемпе ­67 инкек пулнă.

Каникула каяс умĕн пур шкулта та ачасене çул-йĕр çинче асăрхануллă пулмаллине аса илтереççĕ. Анчах аслисем каланине пурте хăлхана чикмеççĕ, çавна пула инкеке лекекенсем те пур. Чăваш Ен ÇÇХПИ пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, июлĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа августăн 5-мĕшĕччен çул-йĕр çинчи инкеке пула сакăр ача пурнăçĕ татăлнă, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ вунултă çул та тултарман.

Июлĕн 14-мĕшĕнче больницăри реанимаци уйрăмне йывăр суранланнă çулталăкри пепкене илсе çитернĕ. Машина çапăннă вăхăтра ача хыçалти ларкăч çинче çывăрнă иккен. Амăшĕ юнашарах ларнă. Автомобиль рулĕ умĕнче çамрăк ашшĕ пулнă. Шупашкара Анăç енчен пырса кĕнĕ çĕрте машина йывăр тиевлĕ автомобиле пырса тăрăннă.

Июлĕн 27-мĕшĕнче реанимацие 5 çулти ачана илсе пынă. Унăн пуç купташки тĕпĕ, пĕçĕ хуçăлнă тата кĕлетки нумай çĕртен суранланнă. Инкек пулнă вăхăтра ача автомобиль салонĕнче ларнă. Шел, пĕчĕкскерĕн пурнăçне çăлса хăварайман.

Июлĕн 28-мĕшĕнче иномарка йывăр тиевлĕ фурăпа çапăнсан çулталăкри хĕрача машинăн малти кантăкĕнчен тухса ÿкнĕ. Ку инкек Çĕрпÿ кĕперĕ çинче пулса иртнĕ. Хĕрачана реанимацие илсе çитернĕ.

Августăн 2-мĕшĕнче Шăмăршă салинче тепĕр хăрушă инкек сиксе тухнă. Ÿсĕр водитель çуран çÿренсем çине кĕрсе кайнине пула аслă çулсенчи хĕрарăм, вăтăр çичĕ çулти арçын тата унăн тăваттăри ывăлĕ пурнăçран уйрăлнă. Йывăр суранланнă хĕрарăмпа çиччĕри ачине больницăна илсе çитернĕ.

Августăн 4-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнче тин кăна водитель удостоверенине илнĕ 18 çулти каччă çул çинче тимлĕ пулайманран 17-ри тата 13-ри хĕрачасен пурнăçĕ татăлнă.

Августăн 5-мĕшĕнче Патăрьел районĕнче пулса иртнĕ авари те питĕ хăрушă. Ÿсĕр ашшĕне пула виçĕ çулти ывăлĕ леш тĕнчене ăсаннă, виççĕшĕ больницăна лекнĕ. Пĕчĕккисем машинăра автокреслăсăр ларнă çав.

Ачасем, çул çине тухсан нихăçан та тимлĕхе ан çухатăр. Машина çывхарнине курсан вăл пăрăнса иртессе ан шанăр - тен, руль умĕнче ÿсĕр водитель ларать, вăл сире кураймĕ те. Велосипедпа тухсан та асăрханăр, çул-йĕр правилисене ан манăр. Аслисен сăмахне итлемеллех.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.