Çул çĕнелнĕ

7 Юпа, 2014

Шупашкарти Воробьев композиторсен урамĕнчи çула юсаса çĕнетнĕ хыççăн савăнăçлă лару-тăрура уçнă.

Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР транспорт министрĕ Владимир Филиппов, Шупашкар хула ертÿçисем Леонид Черкесовпа Алексей Ладыков, «Чăвашавтоçул» пĕрлешĕвĕн гендиректорĕ Дмитрий Пулатов хутшăннă. Михаил Васильевич рабочисемпе тата хула çыннисемпе курса калаçнă, урам лайăхланса илемленнине палăртнă. «Кашни çул çинче автомобиль хуçисемпе пассажирсене çÿреме меллĕ пулмалла. Çав вăхăтрах пурин те çул-йĕр правилисене пăхăнмалла», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Çĕнĕ çул пахалăхне автомобильпе çÿрекенсем те тĕрĕслесе пăхма ĕлкĕрнĕ, вĕсем çул лайăхланнине, «пăкă» сахалланнине каланă. 474 метрлă çула анлăлатса хăтлăлатнă, çынсене çÿремешкĕн тротуарсем сарнă, канализаци тытăмне çĕнетнĕ. Çак ĕçсене пурнăçламашкăн 90 млн тенкĕ тăкакланă.

А.ПЕТРОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.