- Чăвашла верси
- Русская версия
Çуккишĕн кулянмаççĕ, пурришĕн савăнаççĕ
Унашкал çемьесем çĕршывра та, республикăра та сахал. Шупашкарта пурăнакан Уткинсем 11 ачана пурнăç парнеленĕ. «Эпир Турра ĕненетпĕр, çавăнпах хырăм пăрахасси шухăшра та пулман», — йышлă çемьепе паллаштарнă май палăртать Анна Сергеевна. Хальлĕхе вĕсем пурте пĕрле пурăнаççĕ. Нумай ачаллă çак çемьене патшалăх икĕ хутлă 6 пÿлĕмлĕ хваттерпе тивĕçтернĕ. Ывăл-хĕртен чи асли Лида 18 çул тултарнă, чи кĕçĕнни Ефим 5 уйăха çитнĕ.
«Ливердаш» сăмах шухăшласа тупнă
«Пирĕн çемьере вăтамран çулталăк çурăран йыш хушăнса пычĕ. 10 ача çуралнă хыççăн чылай вăхăт çие юлмарĕ. Унпа чарăнассăн туйăннăччĕ. Çитменнине, 40 урлă каçсан çăмăлланма йывăрри çинчен калаçаççĕ. Çавăнпах варта 11-мĕш пепке аталанма пуçланине мăшăрăма пĕлтерме те шиклентĕм. Унсăр пуçне çынсенчен ÿпкев сăмахĕ илтесси хăратрĕ. Ача çуратмалли çуртра çамрăксен хушшинче ватă курăнассăн туйăннăччĕ мана. Ахалех пăшăрханнă: çăмăлланакансен йышĕнче ман ÿсĕмрисем нумаййăн пулни тĕлĕнтерчĕ те, хавхалантарчĕ те. Вун пĕрмĕш тĕпренчĕке кун çути парнеленĕшĕн ÿпкелесе каланине пĕрре те илтмен», — йăл кулăпа çуталать Анна Сергеевна.
11-мĕш пепке валли пĕр эрне çемйипех ят шыранă. Палатăри хĕрарăмсемпе те канашланă. Юлашкинчен пĕр шухăшлă пулса пĕчĕкскерне «Ефим» тесе чĕнме пуçланă.
«Ливердаш» тесе чĕннине Уткинсен ачисем кăна ăнланаççĕ. Çак сăмах аслă виçĕ хĕрĕн — Лидăн, Верăн, Дашăн — ячĕсенчен пулса кайнă. Шăпах вĕсем — амăшĕн чи шанчăклă пулăшуçисем, кĕçĕннисемшĕн яваплисем. Ахальтен мар «Ливердаш» тенине илтсенех амăшĕ патне виççĕн тан çитсе тăраççĕ. Хăшĕ мĕнле ĕç пурнăçламаллине çийĕнчех палăртаççĕ.
«Ачасене пурне те пĕрешкел юрататăп. Çемьере урăхла пулма та пултараймасть. «Ăна вăхăт ытларах уйăратăн, апла тăк хытăрах юрататăн», — теме пăхаççĕ вăтам ÿсĕмрисем пĕчĕккине алла илнине курсан. «Ăна тимлĕх ытларах кирлĕ — çавă çеç», — ăнлантарма хăтланатăп вĕсене», — калаçăва тăсать амăшĕ.
Йышлă çемьере ачасем пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса çитĕнеççĕ. Шкул çулне çитнисем, сăмахран, çывăрса тăрсан вырăн пуçтараççĕ, пÿлĕме тирпейлеççĕ, савăт-сапа çăваççĕ. Пĕрле выляма хăнăхнăскерсен тунсăхлама вăхăт çук.
«Тăваттăмĕш пепке çуралсан уйрăмах йывăрччĕ: ачасем пурте пĕчĕкчĕ, упăшка Трактор тăвакансен заводĕнче 3 сменăпа ĕçлетчĕ», — калаçăва тăсать кил ăшшине упракан хĕрарăм. Ун чухне Уткинсем çын хваттерĕнче укçа тÿлесе пурăннă. Çав вăхăтрах нумай ачаллисене вăхăтлăх кил тупма çăмăл маррине никамран лайăх пĕлеççĕ вĕсем. Хулари хваттертен тухса кайма ыйтнăран ялти çуртра та пурăнса пăхнă Уткинсен пысăк çемйи.
Тĕпренчĕкĕсене пăхнăшăн шалу тÿлеççĕ
2010 çулта вĕсене патшалăх пурăнмалли вырăнпа тивĕçтернĕ. Малтан 5 ача çуралнине кура пĕчĕкреххине пама йышăннă. Пурăнмалли кĕтес кăтартма кайсан хĕрарăм тепĕр ача кĕтнине асăрханă та пысăкрах хваттер уйăрма палăртнă. Çакă савăнăç мар-и?
Медсестрана вĕреннĕ Анна Уткина декрет отпускĕнче ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă хушма пĕлÿ илнĕ. Сăмах май, çав вăхăтра ăна юлташĕн амăшĕ ачисене пăхма пулăшнă.
«Ун чухне уйрăмах ĕçе тухас ĕмĕтпе çунатланма пуçларăм. Упăшкана декрет отпускĕ илме сĕнтĕм. Анчах çав вăхăтра çие юлнăран ăш пăтранма пуçларĕ. Кĕскен калас тăк — ĕçе тухасси пулмарĕ», — аса илет Анна Сергеевна.
Уткинсен килĕнче — садик ÿсĕмĕнчи 4 ача. Çакна шута илсе вĕсене шкул çулне çитменнисен çемье ушкăнне йĕркелеме ирĕк панă. Шăпăрлансем садик йĕркине пăхăнаççĕ. Кĕçĕн воспитательте тăрăшакан амăшне шалу тÿлеççĕ.
Çак ушкăна Шупашкарти 61-мĕш ача сачĕ çумне çирĕплетнĕ. «Анна Уткинăн лăпкăлăхĕнчен, чăтăмлăхĕнчен тĕлĕнетĕп. Вăл тĕпренчĕкĕсемпе сасă хăпартса калаçнине илтмен. Кĕçĕннисене аслисем садикри конкурссене хутшăнма пулăшаççĕ. Уткинсен ачисем çĕннине ăша хывма тăрăшаççĕ.
Хальлĕхе пирĕн ача сачĕ çумĕнче шкул çулне çитменнисен çемье ушкăнĕ пĕрре кăна. Виçĕ е ытларах ачаллисемпе хальхи пурнăçри çĕнĕлĕхсем çинчен калаçатпăр. Вĕсен те çемье ача сачĕ уçма май пур. Енчен те пĕр пепки шкула кайсан çак килте урăх çынсен ачине йышăнма юрать», — палăртать 61-мĕш ача сачĕн пуçлăхĕ Алена Немцева.
Çут çанталăк илемĕпе киленеççĕ
«Упăшка пушă вăхăта ывăл-хĕрĕпе пĕрле ирттерет. Вăл, 5 ачаллă çемьере асли пулнă май, ашшĕ-амăшĕ ĕçрен таврăниччен выльăх-чĕрлĕх пăхнă, апат пĕçернĕ. Унсăр пуçне кĕçĕннисене пăхма пулăшнă. Хăех чуста çăрнă. Вăл мана халĕ те кукăль пĕçерме пулăшать», — мăшăр пĕр-пĕрне юратни калаçуранах паллă.
Пĕрремĕш пепке çуралсан çакнашкал лару-тăру сиксе тухнă. Çемье пуçĕ арăмне ача кипки çума та ирĕк паман. Пĕтĕм ĕçе хăй пурнăçлама шантарнă. Анчах пĕррехинче ĕçрен ывăнса килнĕ арçын канма выртсанах çывăрса кайнă. Хĕрарăм мăшăрне шеллесе ача япалисене хăех çуса çакнă. Мĕн тетĕр? Çакăн хыççăн арçын кÿреннĕ, арăмне ятласа та пăхнă.
Уткинсен ачисем ÿкерме юратаççĕ. Виççĕшĕ музыка шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Аслисем театр ĕçĕпе кăсăкланаççĕ, пултарулăх çуртĕнче хăйсен ăсталăхне туптаççĕ.
Ашшĕ арçын ачасене йывăçран тĕрлĕ хатĕр ăсталама хăнăхтарать. Вĕсем пазл пуçтарма юратаççĕ.
Анна Сергеевна палăртнă тăрăх, аслă хĕрĕсене хими предмечĕ уйрăмах килĕшет. Ахальтен мар Лида Уткина техникумра эколога вĕренет.
Çывăх çыннисем тăваттăри Вениамин фермер пуласса шанаççĕ. Амăшĕ пĕчĕк ывăлĕ чÿлмекри чечексене кăпкалатнине пĕрре мар асăрханă.
Пурнăç парнеленĕ хĕрарăм ачисене кĕнеке тĕнчипе çывăхлатать. Хĕрачасене йĕппе, çекĕлпе çыхма хăнăхтарать. Унсăр пуçне вĕсем çĕвĕ машинипе çĕлеме пĕлеççĕ.
Тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем шахматла выляççĕ. Хăйсен пултарулăхне турнирта тĕрĕслеççĕ.
Уткинсем Элĕк районĕнче дача вырăнне çурт туяннă. Унта пысăк йыш çăвĕпех пурăнать. Çĕр ĕçне юратакансем пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Похода çÿреççĕ, шыва кĕреççĕ, вăлтапа пулă тытаççĕ. Çав вăхăтрах çаранта, вăрманта çырла пуçтараççĕ.
«Пирĕн ачасемшĕн компьютерпа вăйă выляни мар, çут çанталăк ытамне лекни — чун киленĕçĕ», — уçă сывлăшра çухрăм хыççăн çухрăм парăнтарнине аса илсе калаççĕ Дмитрий Вениаминовичпа Анна Сергеевна.
«Ялта, ирĕкре, хамăрăн хăтлă килте пурăнас килет. Манăн шухăшпа, нумай ачаллисене хăйсен çуртĕнче пурăнма меллĕрех. Чи малтанах, шăв-шав кÿршĕсене чăрмантармĕ. Платник ĕçĕпе аппаланнă вăхăтра уйрăмах сасă йĕри-тавра саланать.
Яла куçас шухăшпа хĕмленетпĕр. Анчах, шел те, пысăк хваттере никам та туянасшăн мар», — тет ашшĕ.
«Эпĕ çуккишĕн кулянмастăп, пурришĕн савăнатăп», — телей вăрттăнлăхне уçать 11 ача амăшĕ. Ку килте кашни ачан çуралнă кунне паллă тăваççĕ. Торт çиеççĕ, парнепе савăнтараççĕ.
«Ачасем пурнăçра хăйсен вырăнне тупнине курас килет. Эпир вара яланах çумра пулăпăр, вăй çитнĕ таран пулăшăпăр», — пĕтĕмлетет килĕшÿллĕ мăшăр. Малалла вулас...
Марина ТУМАЛАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас