Çу уйăхĕн 30-мĕшĕччен – йÿнĕрехпе
"Хыпар" Издательство çурчĕн хаçачĕсемпе журналĕсене 2014 çулăн иккĕмĕш çурри валли почта уйрăмĕсенче çу уйăхĕн 30-мĕшĕччен 20 процент йÿнĕрех хакпа çырăнтараççĕ. Шел те, почта хăйĕн хакне пĕчĕклетмерĕ, анчах яллă вырăнта пурăнакансене "Хыпар" хаçат çырăннăшăн пĕр кĕленче тип çу парса хавхалантарать.
Çу уйăхĕн 30-мĕшĕ хыççăн хаçат-журнал хакĕсем мĕнле пулассине таблицăра кăтартнă.
Çакна шанатпăр: почта тытăмĕн Мускаври ертÿçисем хаçат-журнал çырăнмалли хаксене самаях пысăклатрĕç пулин те пирĕн тусăмăрсем, чăвашсем, юратнă кăларăмĕсенчен писмеççех, чун çимĕçне çырăнса илеççех. Лайăхрах тĕшмĕртсен, хаçат е журнал çур çулта миçе номер тухнине тĕпе хурсан хаксем капашсăр темеллех мар.
Çемье бюджетне тата та перекетлес текенсене, район центрĕсенче пурăнакансене, пирĕн хаçатсене, журналсене "Чăваш пичечĕн" киоскĕсенче çырăнма сĕнетпĕр.