Çырăнтару - 2014
Хаçатсăр пурăнасшăн мар
«Почтальонпа пĕр кун» акцие малалла тăсса Шупашкар районĕнчи Чурачăк почта уйрăмне çула тухрăмăр. Яла Шупашкартан маршрутка çÿрет-ха, анчах палăртнă рейсран 5 минут юлнă иккен, теприне 2 сехете яхăн кĕтмеллеччĕ. «Çак вăхăтра миçе экземпляр хаçат çырăнтарма пулать?» - тесе шухăшласа Ишлее каякан ГАЗеле йăпăр-япăр кĕрсе вырнаçрăм. Салара такси чупать - кирлĕ çĕре çавăнпа çитме тĕв турăм. Ан тив, «Чăваш хĕрарăмĕн» корреспонденчĕсене таксипе çÿремелĕх те шалу тÿлеççĕ тесе тĕлĕнтĕр ял халăхĕ. Почта уйрăмне туххăмрах вĕçтерсе çитрĕм.